868-мӗш кӗлӗ
Вилнӗ ҫынна илсе пынӑ чух хирӗҫ пулакан ҫынсем: «Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр», — тесе иртеҫҫӗ. Вилнӗ ҫынна шӑтӑка ярсан пӳрте пӗрер ывҫӑ тӑпра яраҫҫӗ, янӑ чух: «Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр», — теҫҫӗ. Пытарса пӗтерсен вилнӗ ҫынна хӑймалу хываҫҫӗ. Вилнӗ ҫынна шӑтӑка антарсанах пӗри шӑтӑка кӗрсе вилнӗ ҫын тупӑкне уҫса ури ҫыххисене, пыр ҫыххине, пиҫиххипе йӗм кантрине салтса тухать, вӗсене салтмасан вилнӗ ҫын тӑрса пытаракансем таврӑнсан вӗсемпе пӗрле килне каялла таврӑнать тет. Пытарсан вара лаши ҫине ларсан питӗ хытӑ чуптарса таврӑнӑҫҫӗ. Чуптарса таврӑннӑ чух пӗри-пӗри ӳксе юлсан вӑл ҫын тепӗр ҫулччен вилет теҫҫӗ. Килелле акӑ мӗншӗн хытӑ чуптарса таврӑнаҫҫӗ: пытаракансем хӗрӗх утӑм кайсанах вилнӗ ҫын тухса кӑшкӑрать тет: «Ан кайӑр, эпӗ те пыратӑп!» — тесе, анчах чупма ури кантрисене салтнӑ, вӗсене ҫыхкаласа чӑрманса юлать тет масар ҫинчех.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен