Пилсемпе кӗлӗсем

798-мӗш кӗлӗ

Им пултӑр, ирӗлтӗр, сим пултӑр, сирӗлтӗр, ырӑ сехет тӗлне пултӑр. Пӗччен ҫывӑрса хӑранӑ пулсан та, макӑрса хӑранӑ пулсан та, ӳсӗртен хӑранӑ пулсан та, чӳречерен шаккаса хӑранӑ пулсан та, ҫул ҫинче, ҫул юппинче хӑранӑ пулсан та, ӗҫре, шыв хӗрринче хӑранӑ пулсан та, шӑрса хӑранӑ пулсан та, манка шӑнкарса хӑранӑ пулсан та, шуса ӳксе, шывне ӗҫсе, шыва кӗрсе ҫулӑхнӑ пулсан та, шыв иййи, шыв алпасӗ, ху усална хӑвна ил, хӑй ыррине хӑйне пар. Мунча кӗме кайсан хӑранӑ пулсан та, чӳречерен шаккаса хӑранӑ пулсан та, каҫар айвана, каҫар айвана. Эй, пӗсмӗлле! Аминь!

Ҫӑнӑх, тӑвар, чей, сахӑр, шӑрпӑк, укҫа, кӑмрӑк, ҫӑкӑр тӗпретсе пирвай тула пӑрахмалла, шывран хӑранӑ пулсан — шыва; мунчара хӑранӑ пулсан - мунчана пӑрах. Пӑрахсан — виҫҫӗ сурмалла.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр