793-мӗш кӗлӗ
Ача-пӑча сасартӑк вут пек вӗриленсе е пӑр пек сивӗнсе кайсан, пуҫӗ ыратма пуҫласан ӑна вырӑн ҫине вырттарса лайӑх витеҫҫӗ, тар кӑларакан ӗҫме-ҫиме параҫҫӗ, уҫӑлтаракан им-ҫам сӗреҫҫӗ.
Усал-тӗселе аякка сирӗр, чӗнмен-тумана кӑларса ярӑр! Пире пӑхса тӑракан пӳлӗхҫӗсем, пире упраса тӑракан пирӗштисем! Эсир пирӗн ача ҫулӗнче ырӑ кукамай пулса пире пулӑшӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен