736-мӗш кӗлӗ
Ташлама кӗллине чӳклеме кӗлли хыҫӗнчен ҫав чӳклеме пекех тӑваҫҫӗ. Хуҫисене курка тыттараҫҫӗ, мӗнпур пӳртри ҫынсем пуҫҫапма сӑра курки тытса лараҫҫӗ. Сӑмахӗсене ҫирӗпленнӗ йӗркепех калаҫҫӗ.
«Хуҫа ятлӑ курка ярас тесе калать; ҫитни пуль тет ҫак куркапа, ҫитерес тесе калас тет хуҫа, тав сире, Ташлама. Юманкассисем, илтрӗре, илтмерӗре?» — «Илтрӗмӗр, хапӑл кӗтни ҫавӑ пирӗн». — «Хуҫа ятлӑ курка ячӗ. Хурӑнкассисем, тав сире, илтрӗре, илтмерӗре?» — «Илтрӗмӗр, хапӑл кӗтни ҫавӑ пирӗн». — «Тав сана, Ташлама: ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша, ут туртайми урпа, ал ҫӗклейми хӑмла, ӗҫекен — путене, ӗҫейменни — карӑш. Ытах ӗҫсе ярайманни савнинчен уйрӑлтӑр».
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен