Пилсемпе кӗлӗсем

732-мӗш кӗлӗ

Хӑнасем килнӗ. Арӑмӗ сӑрине хӗрнӗ турчӑка чиксе ӑшӑтать, ҫавӑн чух ваттисене асӑнать:

Эпӗ сире, ати-ани, ача-пӑчасем, алӑпса, сире асӑннӑ чухне ӗҫме ӑшӑ сӑра пултӑр. Эпир ӑшӑ сӑра ӗҫнипе тутӑ пулнӑ пек, эсир те тутӑ пулӑр. Пиртен ытти ваттисене салам калӑр.

Сӑрине сӗтел ҫине лартсан тухӑҫалла тӑрса асӑнма пуҫлаҫҫӗ. Виҫӗ арҫынна сӑра курки тыттараҫҫӗ, турӑш умне виҫӗ ҫурта лартаҫҫӗ: пӗрремӗш — ҫӳлти Турра, иккӗмӗш — вӑталӑх Турра, виҫҫӗмӗш — аялти Турра.

Пӗрремӗш арҫынӗ: Ҫӳлти Турӑ, Сана калап: эпир ҫумӑр ыйтнӑ вӑхӑтра ҫумӑр пар, ырӑ кун ыйтсан ырӑ кун пар пире.

Иккӗмӗш арҫынӗ: Вӑталӑх Турӑ, Сана калап: эпир Санран ырӑ Турӑ сывлӑш ыйтатпӑр, хамӑр акнӑ тырра пулӑшма.

Виҫҫӗмӗш арҫынӗ: Аялти Турӑ, эпир санран ыйтатпӑр: акнӑ тырра пӗр пӗрчӗ вырӑнне пин пӗрчӗ пар, пӗр карта выльӑх вырӑнне виҫ карта выльӑх пултӑр.

Тепӗр ҫынни алӑк уҫса, ҫие тумтир тӑхӑнса, хул айне ҫӗлӗк тытса, ваттирен асӑнса кӗлтӑвать. Арӑмӗ сӑра ӑснӑ. Сӑра тытнисем кӑмака умне ларса ӗҫеҫҫӗ. Арӑмӗ виҫ икерчӗ илсе сӑра тултарнӑ ҫӑпалапа пӳртрен тухса ваттисене асӑнса кӗрет. Хӑнасене сӗтел хушшине лартаҫҫӗ, ӗҫтереҫҫӗ: упӑшкин — сӳре курки, арӑмӗн — ака курки. Сӳрекине тӗппи ӗҫмесен, виҫ курка ӗҫтереҫҫӗ, акакине те ҫапла. Ҫунакан ҫуртине сӳнтерсе, сӗтел хушшинчен тухаҫҫӗ, сӑхсӑхаҫҫӗ, саланаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр