Пилсемпе кӗлӗсем

Ывӑлӗн пуҫтайӗ

 

76

— Асатте-асаннесем, кукамай-кукаҫисем! Атте-аннесем! Ман ума аслӑ ҫул выртрӗ, татӑклӑ сӑмах калама вӑхӑт ҫитрӗ.

Ырлӑхлӑ ӗҫ пуҫлас терӗмӗр, атте-айне, пехиллӗр мана ҫав пысӑк ӗҫе пуҫӑнма. Эсир мана мӗн пӗчӗкрен кӑкӑр сӗчӗпе, алӑ ачашӗпе юратса ӳстертӗр, таса кипкепе чӗркесе ҫӳрерӗр. Эсир мана мӗн ачаран мӑн маҫаксен чӗлхине вӗрентрӗр, хама кура ӑнкармалӑх чӑнпа тӑн патӑр, ҫын турӑр. Эсир мана мӗн хунавран хӑвӑр ӗҫленӗ пек ӗҫе хӑнӑхтартӑр, ял ҫинче ырӑ ят патӑр.

Асран кайми атте-анне, халӗ ӗнтӗ пиллесе ярӑр мана, эпӗ сирӗнтен уйрӑлатӑп. Эпӗ сирӗнтен халӑх йӗркипе уйрӑлатӑп, уйрӑлатӑп эсир ҫӗлесе парас кӗпе-йӗмрен, эсир пӗҫерсе парас апат-ҫимӗҫрен, анчах сирӗн ятран-шывран, сирӗн пурнӑҫӑртан эпӗ уйрӑлмастӑп.

Ача-пӑча амӑшӗнчен ыйтать, Тӑван ҫӗршыв салтакран ыйтать. Пурнӑҫ йӗркеллӗ пулсан малашне сире мӗн кирлине ыйтмасӑрах хамӑрӑн туса памалла пултӑрччӗ.

Тав тӑватӑп сире, атте-анне, пил ыйтатӑп.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр