Пилсемпе кӗлӗсем

Тархаслу

 

73

Ырӑ ҫыннӑм! Турӑ вырӑнне пул, хуҫа вырӑнне пул! Мана ҫак кӗтмен синкертен хӑтӑлма пулӑш. Эпӗ тархасласа ыйтни ахаль пулмӗ. Ырӑ туни ырӑпах таврӑнӗ, манӑн сӑвап сан умна килӗ...

74

Сире, «ырӑ» ҫынсем, Турӑ пулӑштӑр. Ывӑлтан ывӑл тытма патӑр, хӗртен хӗр тытма патӑр, кинтен кин тытма патӑр. Виҫ тӗслӗ выльӑхне-чӗрлӗхне виҫ карта тытма патӑр, пӗртен ҫӗре ҫитертӗр. Турӑ пӗртен пине ҫитертӗр. Ҫурт ҫине ҫурт тытма патӑр, мул ҫине мул тытма патӑр. Сутас суттине хаклатса сутма патӑр, илес суттине йӳнетсе илме патӑр.

Ҫичӗ теслӗ тырра ҫичӗ кӗлетре тытма патӑр, пӗртен ҫӗре, ҫӗртен пине ҫитертӗр. Ӑшӑ ҫилӗнчен, ӑшӑ ҫумӑрӗнчен ҫавӑрса ҫутарса патӑр Турӑ. Ҫил-тӑвӑлӗнчен, ҫумӑрӗнчен аяккалла сирсе ятӑр Турӑ. Пӗрчине патӑр пӑрҫа пек, кутне — хӑмӑш пек. Сивӗ сывлӑмран, сивӗ куҫран аяккалла сирсе ятӑр Турӑ.

Ултӑ ураллӑ хуртне те Атӑл варринчен, тинӗс варринчен, чул хушшинчен куҫса килмешкӗн патӑр, пӗртен ҫӗре, ҫӗртен пине ҫитертӗр. Карас ҫумне карас хуштӑр, ама ҫумне аҫа ертӗр.

Тиек-тӑлмач умне тӑрсассӑн, хула-шехер хушшине кайсассӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ӑсне, хавне, пилне парса тӑтӑр Турӑ. Выҫса килекене тӑрантса яма патӑр Турӑ. Вӑрӑран, тип шартан, хури-шурӗнчен аяккалла сирсе ятӑр Турӑ.

75

Ывӑлӑм! Ман ватӑ пуҫӑмпа каланӑ сӑмахсен ӳкӗтне кӗрсемччӗ! Пулни пулнах пултӑр, иртни иртмен пултӑр, кӗтни ҫитмен пултӑр, чун ыратни канӑҫ памин пултӑр. Анчах кӗтмен инкеке шӑл хӑйраса, усал сунса тунӑ теместӗп. Ӗмӗртен пӗрле пурӑнтӑмӑр, ӗмӗртен тачӑ хутшӑнтӑмӑр, нихҫан та урлӑ пулса курман, нихҫан та сивӗ сӑмах каласа курман. Куллянса тӑрса каҫару ыйтап, ҫӗр ҫыртса тупа тӑватӑп, каҫар, ывӑлӑм! Санӑн пӗрле пурӑнасси малалла, пурнас пурнӑҫра тата тем курасси пулӗ. Кӳршӗ-аршӑна, ял-йыша [...] тӑвансене каҫар, пуҫна тай!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр