Уша юпи ҫине кил ҫурти лартсан калакан кӗлӗсем
52
Килӗм-ҫуртӑм, вутӑм-кӑварӑм, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗм лайӑх тӑтӑр; ҫула тухсан ҫула савӑнтар, киле килсен киле савӑнтар. Ку ҫуртана кил пуҫне лартатпӑр.
53
Эй, Турӑ, Тур папай, мана тӑшмана ҫӗнме вӑй пар. Тӑшман айне пулма ирӗке ан яр мана. Мана тӑшмана хирӗҫ тӑма ҫӑмӑллӑх-канлӗх пар, тӑшмана ҫӗнме, Турӑ, пулӑш мана.
54
Эпӗ ҫылӑха кӗтӗм пулсан, эй, Турӑ, Тур папай, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм пуль, ытлашши калаҫса ҫылӑха кӗтӗм пуль, вӑрӑ вӑрласа ҫылӑха кӗтӗм пуль, кирлӗ-кирлӗ мар ҫынпа усал калаҫрӑм пуль. Мӗнле пулсан та каҫар мана, хӗн-асап ан пар, ҫӑмӑллӑх парса тӑр. Эй, Турӑ, Тур папай, ан пӑрах мана, эпӗ те Тур ачи, Турӑ, ҫӑл. Пули-пулми ҫынпа ан хутшӑнтар, ан вӑрҫтар. Кирлӗ-кирлӗ мар усал ҫын ҫумне ан яр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен