54-мӗш кӗлӗ
Эпӗ ҫылӑха кӗтӗм пулсан, эй, Турӑ, Тур папай, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм пуль, ытлашши калаҫса ҫылӑха кӗтӗм пуль, вӑрӑ вӑрласа ҫылӑха кӗтӗм пуль, кирлӗ-кирлӗ мар ҫынпа усал калаҫрӑм пуль. Мӗнле пулсан та каҫар мана, хӗн-асап ан пар, ҫӑмӑллӑх парса тӑр. Эй, Турӑ, Тур папай, ан пӑрах мана, эпӗ те Тур ачи, Турӑ, ҫӑл. Пули-пулми ҫынпа ан хутшӑнтар, ан вӑрҫтар. Кирлӗ-кирлӗ мар усал ҫын ҫумне ан яр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен