Ҫывӑрма выртас умӗн каламалли кӗлӗсем
22
Эй, атте Турӑ! Эй, Турӑ амӑшӗ! Сире тав тӑватӑп ӑшӑ питӗмпе, тутлӑ чӗлхемпе, пуҫ тайса пуҫҫапатӑп. Паян куна кунлама кун патӑр, шухӑшланине тума патӑр. Эй, атте Турӑ! Эй, Турӑ амӑшӗ! Ҫӗр ҫӗрлеме ҫӗр парӑр, тутлӑ ыйхӑпа ырӑ тӗлӗк курма парӑр. Усал-тӗселтен сыхлӑр, ҫылӑха кĕме ан парӑр, чир-чӗр ҫывӑхне ан ярӑр, вӑрӑм ӗмӗрлӗх парӑр! Аминь!
23
Турӑҫӑм-Пӳлӗхҫӗм, сывлӑхне-кӗрлӗхне пар, каҫ выртсан канлӗхне пар, ир тӑрсан пиллӗхне пар.
24
Эй, Турӑҫӑм! Эпир паян Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр пуль, те ӗҫпе, те сӑмахпа, те шухӑшпа. Еплерех ҫылӑха кӗнӗ пулсан та каҫарсам пире, Турӑ. Ҫакӑ ҫӗре ҫӗрлеме канлӗхне пар, ир тӑма ҫӑмӑллӑхне пар, ҫутӑ кун курмалӑхне пар.
25
Эй, Туррӑм, Пӳлӗхҫӗм! Аннене упрӑр, аттене упрӑр, усал-тӗселтен сирӗр, хӑвӑр ҫулпа илсе ҫӳрӗр, ан пӑрахӑр пире, упрӑр, сыхлӑр, усал-тӗселтен сирӗр. Аша, каҫар, Аша, каҫар, Аша, каҫар!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен