Каҫхи сӑвапсем
19
Ҫутӑ тӗнчене тытса тӑракан Аслӑ Турӑ, ырӑ пӳлӗх, таса пирӗштисем! Ӗҫпе, шухӑшпа кун иртрӗ, халӗ ҫӗр ҫинчи ӳсӗмпе чӗрре канăҫ парӑр. Чӗрене йӑпатӑр, пуҫа лӑпкатӑр, сывлӑха тӳрлетӗр. Кӗлетке кансан ал-ура ҫӑмӑлланать, миме кансан ӑс уҫӑлать. Ыран тӑрӑшмалли татах нумай. Вӑй пухма халӑха, кил-йыша, ял-йыша, вӗсемпе пӗрле мана та канлӗх кирлӗ. Ҫил-тӑвӑла, вут-кӑвара, усал-тӗселе, вӑрӑ-хураха сирсе тӑрӑр, куҫа курӑнакан усала таптама ӑс кӑтартӑр, куҫа курӑнманнине пӗтерме ӑраскал ярӑр, ваттисен ырӑ пилне тӳрре кӑлармалла тӑвӑр.
Аслӑ хӑватсем, пӳлӗхҫӗсем! Этем ырлӑхпа пурлӑхшӑн пурӑнать. Мана та телейпе ӗмӗт ытамне илӗр. Ырри пултӑрччӗ!
20
Пӗсмелле, Турӑ, каҫ выртма канлӗхне пар, ир тӑма ҫӑмӑллӑхне пар. Усал-тӗселтен упра, сыхла, вутран-кӑвартан, вӑрӑран-хурахран упра, сыхла, ан яр, Турӑ, усала. Усалӑн урине тӑлла, аллине ҫыхса хур. Аминь.
21
Ырӑ Турӑ, Сана тав тӑватӑп ӑшӑ питӗмпе, тутлӑ чӗлхемпе, тайӑла пуҫӑмпа паянхи куна лайӑх ирттерме панӑшӑн, ырлӑх панӑшӑн, сывлӑх панӑшӑн, ял ҫинче ял пек тӑмалӑхне панӑшӑн. Каҫ выртма канлӗхне пар, ир тӑма ҫӑмӑллӑхне пар!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен