Пилсемпе кӗлӗсем

Кил пуҫӗн кӗлли

 

3

Виҫӗ пайӗнчен пӗр пайне ӗҫме-ҫиме пар, ик пайне пуҫтарса хума пар.

Кил-ҫурт пуҫӗ пулма, кил-йыша тӗрӗс тытса тӑма пар.

Пихампар, эсӗ кайӑк-хуҫана ан яр, кайӑкран-хуҫаран хӑтарса пыр, сыхла.

Эпир, айван ывӑлӗ-хӗрӗ, юмӑҫ-курмӑҫ каларӑшӗпе тасаран чӳклетпӗр.

Карманта мул тытма пар.

Картана кӗрсен карта турри сыхласа тӑтӑр.

Чикекентен-касакантан эсӗ сыхласа эсӗ упрӑсӑнччӗ. Пуплерӗмӗр капла сӑмахсене, — тен, малтан калас сӑмах кая юлчӗ пуль, — Турӑ, каҫар.

4

Кил-йышӑмпа, ҫуртӑм-йӗрӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа, Туррӑм, тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар. Ҫырлахӑр, Таса Турӑ, Таса сывлӑш, Ама Турӑ, Аҫа Турӑ, мӗнпур ҫутӑри ырӑсем! Сире тавса тайла пуҫӑмпа, ӑшӑ кӑмӑлӑмпа, тутлӑ чӗлхемпе йӑлӑнатӑп: ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр.

Картишӗмпе, выльӑх-чӗрлӗхӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа, Турӑҫӑм, тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар. Тунӑ кӗллӗм хапӑллӑ пултӑр, ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр, тытни-туни ушлӑхлӑ пултӑр!

Эй, Таса Турӑ, ҫӳренӗ ҫулӑмра пулсан та — эсӗ сыхла! Выртнӑ вырӑнта пулсан та — эсӗ сыхла! Халӗ те, кирек хӑҫан та, ӗмӗрех.

Ачам-пӑчам уссине курмалӑхне пар, канӑҫу пар, килӗшӳ пар, юсми-юлми пил пар!

Ӗҫлеме ӗҫ пар, ҫиме ҫӑкӑр пар, кунлама кун пар, ӗмӗрлеме сывлӑх пар, юсми-юлми пил пар!

Ырлӑх пар, пурлӑх пар, савӑнса-сарӑлса ҫӳремелӗхне пар, ӗҫлесе ирттермелӗх ӗмӗрне пар, выляса-кулса ирттермелӗх вӑхӑтне пар, килӗшӗмпе, ҫуртӑмпа, выльӑх-чӗрлӗхпе, картишӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар!

Тунӑ кӗллӗм хапӑллӑ пултӑр, ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр, тытни-туни ушлӑхлӑ пултӑр. Аминь.

5

Эй, атте Турӑ! Каҫ каҫма канлӗх панӑшӑн, тутлӑ ыйхӑпа ҫут ҫанталӑка кӑтартнӑшӑн, тутлӑ чӗлхемпе, тайма пуҫӑмпа пуҫ тайса тав тӑватӑп.

Эй, атте Турӑ! Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар, хырӑм тутлăхне, ҫӑкӑр перекетлӗхне пар, ҫын патне кивҫене ан яр, кĕлмӗҫ хутаҫҫи ҫакассинчен хӑтар.

Эй, атте Турӑ! Кун кунлама ырлӑх-сывлӑх пар, ача-пӑчана тӗрӗс ӳстерме, тутӑ хырӑмпа ҫӳреме пар. Ырра хирӗҫ ырӑпа ту, усала тӳртӗмӗн сир.

Эй, атте Турӑ! Ҫын ҫинче ҫын пек, ял ҫинче ял пек ҫӳремелӗхне пар. Тӑвас япалан пуласлӑхне, сутас япалан хаклӑхне ӳстерсе сутма пар.

Эй, атте Турӑ! Мана ан пӑрах, аякка ан сир, сана тутлӑ чĕлхемпе, тайма пуҫӑмпа тав тӑватӑп. Аминь!

6

Эй, Турӑ, тав Сана каҫ выртма канлӗхне панӑшӑн, ир тӑма ҫӑмӑллӑхне панӑшӑн, ырлӑх парса, сывлӑх парса ҫут ҫанталӑка кӑтартнӑшӑн. Тата малашне ырлӑх парса, сывлӑх парса кун кунлама кун пар, ҫӗр ҫӗрлеме ҫĕр пар, ӗмӗр ӗмӗрлеме ӗмӗр пар, юсми-юлми пил пар. Ҫын ҫинче ҫын пек ҫӳремелӗхне пар, ял ҫинче ял пек ҫӳремелӗхне пар, мӗнтен кӗленнине пар, мӗнтен хӑранӑ, унтан сыхла, шухӑшланӑ шухӑша ҫитер, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер, тӑвассине тумалӑхне пар, илессине илмелӗхне пар! Сутас тавар хака кайтӑр, илес тавар йӳне килтӗр. Турӑран сывлӑх килтӗр, патшаран ырлӑх килтӗр; Турри ҫырлахуллӑ пултӑр, патши вырӑнлӑ пултӑр.

Эй, Турӑҫӑм, малашне пире выляса-кулса ӗмӗр ирттермелӗхне пар. Килӗшӗмпе, ҫуртӑм-йӗрӗмпе, ҫемьепе, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар. Аминь.

7

Эй, атте Турӑ! Шӑм-шак ҫӑмӑллӑхне пар, ал-ура ҫаврӑнӑҫулӑхне пар, кун кунлама сывлӑх пар. Тытӑннӑ ӗҫ патӗнче ир пуҫӑнса мӗн каҫчен ĕҫлес ӗҫ ӳсӗмне пар. Ҫиес ҫӑкӑр перекетне пар, ӗҫӗм ӑнтӑр, тухӑҫ пултӑр, ӗҫ намӑсне ан хӑвар. Сан ятна асӑнса куллен ӗҫе тытӑнар. Каҫ выртсан ыйхӑра ӑшӑ канлӗх, лӑпкӑлӑх пар.

8

Эй, Аслӑ Турӑ! Пурӑнмалӑх тыр-пул ӳстерме пар пире! Выҫса килекене тӑрантарса ямалӑхне пар, шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне пар! Пӗр пӗрчӗ акса, пин пӗрчӗ илмелӗхне пар! Тӗпне хӑмӑш пек, тӑррине чакан пек ӳсмелӗхне пар! Ҫӳлтен кӗтнине антарса пар, ҫӗртен кӗтннне пултарса пар, ырӑ ӗмпӳ паруне памалӑхне пар, ырӑ ҫынпа ӗҫсе-ҫимелĕхне пар! Асатте-асанне килӗшӗпе, кукаҫей-кукамай пиллӗхӗпе выляса-кулса яш ӗмӗре ирттермелӗхне пар!

9

Эй, Ҫӳлти аттемĕр! Каҫ выртма канлӗх панӑшӑн, ҫӗр ӗҫлеме ҫӗр панăшӑн, ырӑ ӑшӑ ыйхӑ кӳнӗшӗн чун-чӗрепе тав туса тайӑлса пуҫҫапатӑп.

Эй, Ҫӳлти аттемӗр! Кун кунлама кун пар, ҫын ҫинче ҫын пек ҫӳремелӗхне пар, ял-йыш ҫинче ырӑ ҫын шутне кӗме пар, ӗмӗрлеме ӗмӗр пар.

Эй, Ҫӳлти аттемӗр! Сӗтел ҫине ҫӑкӑр пар, кӗлет-пыра перекетлĕхне пар, пӗр сомран ҫӗр сом тума пар.

Эй, Ҫӳлти аттемӗр! Карта тулли выльӑх-чӗрлӗх, пӳрт-ҫурт тулли ачам-пӑчам. Ама выльӑх йыш хуштӑр, ҫук темелле ан пултӑр. Ытлашшине каҫар, ҫитменнине ҫитер. Аминь.

10

Эй, ман пурнӑҫа тытса тӑракан патша Турӑ! Мана юлхав шухӑшӗ кӗресрен, шанчӑк ҫухатасран, пуҫа асла хывасран, кирлӗ мара калаҫасран чарса тӑр! Мана, хӑвӑн чуруна, таса шухӑш, йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх, ҫынна юратса пурӑнас кӑмӑл пар!

Эй, патша Турӑ! Мана хамӑн ҫылӑхӑмсене курса тӑма пар!

Эй, Турӑ! Мана, ҫылӑхлӑскере, тасат!

Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ. Аминь!

11

Эй, Турӑҫӑм, ҫырлахах, ҫырлахах, ҫырлахах! Эпир Сан умӑнта епле ҫылӑха кӗнине пӗлместпӗр-ҫке!

Е кӗрӗлӗхе чӑтаймасӑр ҫылӑха кӗнӗ пулсан та, е хурлӑха чӑтаймасӑр ҫылӑха кӗнӗ пулсан та, пӗле тӑркачах кӗнӗ пулсан та, е пӗлмесӗр кӗнӗ пулсан та каҫарах!

Ҫӳренӗ ҫулта пулсан та, е выртнӑ вырӑнта пулсан та, ял хушшинче, хир хушшинче мӗнле ҫылӑха кӗнӗ пулсан та каҫар, Турӑ!

Килӗшӗмпе, ҫуртӑм-йӗрӗмпе тӗрӗс-тӗкел пурӑнмалӑхне пар. Леш тӗнчене кайсан ҫӑтмахлӑхра выртмалӑхне пар. Эй, Турӑҫӑм, Хӑвӑн патшалӑхна кӗртмесӗр ан хӑварсам пире! Аминь.

12

Эй, Турӑҫăм, Сана тав туса пуҫҫапатӑп ӑшӑ питӗмпе, тутлӑ чӗлхемпе, тайлӑ пуҫӑмпа. Чун ҫумне чун хушмалӑхне пар, ҫурт ҫумне ҫурт хушмалӑхне пар, ҫемье ҫумне ҫемье хушмалӑхне пар. Алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпеле кин пар, сак ҫийӗ тулли ывӑл-хӗр пар, урай тулли путек-сурӑх пар, карта тулли выльӑх-чӗрлӗх пар, анкарти тулли купа-капан пар, пӳлме тулли тырӑ-пулӑ пар, хӑймаласа мулне пар, ҫухаласа тумне пар, ырӑ ҫынпа ӗҫсе-ҫисе тӑмалӑхне пар, ҫак асатте-асанне килӗнче ирӗк илсе тӑмалӑхне пар. Ярпайса-ярӑнса ҫӳремелӗхне пар, савӑнса-сарӑлса тӑмалӑхне пар.

13

Эй, Турӑҫӑм, мана ырӑ сунакан ҫын ырӑ курмалла пулинччӗ вӑл ҫын. Эй, Турӑҫӑм, мана сума сӑвакан ҫын сумлӑ пулинччӗ вӑл ҫын. Эй, Турӑҫӑм, мана хисеп тӑвакан ҫын хисеплӗ пулинччӗ вӑл ҫын. Эй, Турӑҫӑм, мана ҫын урлӑ ҫиекен ҫынна каҫар, пӗле тӑркачах ҫиекен ҫынна, Турӑ, Ху пӗл!

14

Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Тав сана каҫ выртма канлӗхне панӑшӑн, ир тӑма ҫӑмӑллӑхне панӑшӑн, ырлӑх парса, сывлӑх парса ҫут ҫанталӑка кӑтартнӑшӑн. Тата малашне ырлӑх парса, сывлӑх парса кун кунлама кун пар, ҫӗр ҫӗрлеме ҫӗр пар, ӗмӗр ӗмӗрлеме ӗмӗр пар.

15

Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Тӑвассине тумалӑхне пар, илессине илмелӗхне пар, сутас тавар хака кайтӑр, илес тавар йӳне килтӗр. Турӑран сывлӑх килтӗр, ырӑран ырлӑх килтӗр, Турри ҫырлахуллӑ пултӑр, ырри вырӑнлӑ пултӑр.

Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Малашне пире выляса-кулса ӗмӗр ирттермелӗхне пар. Аслӑ килӗшӳпе, ҫуртӑм-йӗрӗмпе, ҫемьемпе, выльӑх-чӗрлӗхӗмпе, ҫуратнӑ чунӑмпа тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар. Аминь, Турӑ!

16

Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Йывӑр чирӗнтен-чӗрĕнтен, инкекӗнчен-синкекӗнчен, курайми тӑшманӑнтан, Турӑ ашшӗ, Турӑ амӑшӗ, инкек-синкеке сирсе тӑр, курайми тӑшмана сыхласа тӑр.

Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Шухӑшланӑ шухӑша ҫитер, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер, шухӑшланӑ шухӑша ан тат, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ан тат, усал шухӑш ҫине ан кӳрт, ҫын хурри ан ту, куҫҫуль вӗҫне ан хӑвар, ан юсӑнтар.

Эй ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пире хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Ытла сӑмаха, Турӑ, каҫар, йывӑр сӑмаха, Турӑ, ҫӗкле! Аминь, Турӑ!

17

Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ! Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Хам телейрен пулсан та, ачасен телейӗнчен пулсан та, выльӑх-чӗрлӗхрен пулсан та, Турӑ ашшӗ, Турӑ амӑшӗ, иксӗлми тивлет пар. Турӑ, ирттерсе пар, Турӑ, илме пар. Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран хӑтаракан Турӑ! Ҫӳлте вӗҫсе ҫӳрекен инкек-синкекрен, чупса ҫӳрекен инкек-синкекрен, утса ҫӳрекен инкек-синкекрен, ларса тӑракан инкек-синкекрен, выртса тӑракан инкек-синкекрен, Турӑ ашшӗ, Турӑ амӑшӗ, инкек-синкеке сирсе тӑр, курайман тӑшмана сыхласа тӑр.

Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Курайми тӑшманӑн урине ан уттар, курайми тăшманӑн аллине ан ҫитер, курайми тӑшманӑн куҫне ан кӑтарт, курайми тӑшманӑн сывлӑшне ан яр, Турӑ, сыхласа тӑр.

Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Ытла сӑмаха, Турӑ, каҫар, йывӑр сӑмаха, Турӑ, ҫӗкле! Аминь!

18

Ҫӳлти Турӑ! Турӑ, ҫырлах! Турӑ, ан пӑрах! Ҫырлах, ҫӗрти патша, ывӑлтан, хӗртен, тырӑран, пылран!

Турӑ патӑр ӗҫмешкӗн, ҫимешкӗн. Сывлӑхне Турӑ патӑр!

Выльӑхран-чӗрлӗхрен туллиех карта, утпа карта, ӗнепе карта, сурӑхпа карта Турӑ патӑр!

Катаран шӑнса килекене, выҫса килекене ӑшӑтса канмалӑхне Турӑ татах патӑр!

Шуйттана хӑваласа яр! Ҫырлах, Турӑ!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр