Пилсемпе кӗлӗсем

Ирхи сӑвапсем

Ҫумпайсем

Кил пуҫӗн кӗлли (3-18)

 

1

Мухтав сана, Ҫут тӗнчене пултарнӑ Аслӑ Хӑват! Мухтав сире, вӑй-хал паракан Ҫӗрпе Пӗлӗт, Вутпа Шыв ыррисем. Сирӗн сипетпе чӗрӗлӗх упранса тӑрать, сирӗн рехетпе савӑнса пурӑнать. Тайма пуҫ сана, сӑваплӑ ырӑ кун!

Ҫулталӑк илемӗ хӗлпе ҫу ҫаврӑннинче, кун-талӑк черечӗ кунпа ҫӗр улшӑннинче, пирӗн телей ӗҫпе тӑнӑҫ хушшинче. Халӑх шӑпи Ҫут тӗнче ытамӗнче, этем шӑпи халӑх аллинче, манӑн ӑраскал тӗнче тытан Пӳлӗх аллинче. Тӑрӑшни пулӗ, сӳленни пулӗ. Ăс хупланни пулӗ, юн выляни пулӗ. Юратни пулӗ, курайманни пулӗ. Хам айванни пулӗ, ҫын пӑтратни пулӗ. Савӑнни пулӗ, хурланни пулӗ. Чун сикни пулӗ, куҫ ӳкни пулӗ. Ыр сунакан пулӗ, хур тӑвакан пулӗ. Кӗвӗҫни пулӗ, кӳнӗҫни пулӗ.

Илпек-сипеке упрама ырӑсем пулӑшчӑр, инкек-синкеке хаярсем сирсе пыччӑр... Палӑртнӑ тӗллевӗм ҫынна юрӑхлӑ, ӑна пурнӑҫлама сывлӑхпа тасалӑх пар, ӑспа вӑй кӳртер, Ҫут тӗнчери Аслӑ Хӑват! Тӗрӗс шухӑшпа пуҫа тасат. Ырӑ кӑмӑлпа чуна ҫутат.

Палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама ват ҫын сӑмахӗпе тӳр килтерсе кала. Лайӑх ӗҫ тума вӑй-хӑват парнеле. Эпӗ тӑрӑшни сана та парне пулӗ, тӑван-хурӑнташ умӗнче юлӗ.

Тайма пуҫ сана, пурӑнма ирӗк панӑ ҫӳлти Аслӑ Хӑват. Вӑй пар мана!

2

Атте Турӑ! Сана тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп ӑшӑ питӗмпе, тутлӑ чӗлхемпе, тайӑла пуҫӑмпа. Каҫ выртма канлӗхне панӑшӑн, ырлӑх панӑшӑн, сывлӑх панӑшӑн, ҫак ҫут ҫанталӑка кӑтартнӑшӑн.

Эй, ырӑ Турӑ, тата малашне ырӑлӑх пар, кун кунлама кун пар, ҫӗр ҫӗрлеме ҫӗр пар, ӗмӗрлеме ӗмӗр пар, юсми юлми пил пар, ҫын ҫинче ҫын пек ҫӳремелӗхне пар, ял ҫинче ял пек ҫӳремелӗхне пар. Аминь.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр