972-мӗш кӗлӗ
Сухана тухнӑ чухне ҫутӑличчен мунча хутса кӗреҫҫӗ. Ака умӗнхи кӗлле кӗлтӑваҫҫӗ: «Шӑрт кас; тӗрен хӑпарт, янавара хӑват пар. Турӑ, ҫырлах».
Пӑтта ҫисен, вӑрлӑх ҫӑмарти пӗҫерсен сухана тухса каять. Ҫӑмартана вӑрлӑхпа пӗрле тытса ҫӗре сапнӑ чух: «Ҫӑмарта пек тутӑ пултӑр».
Унтан, акса пӗтсен, ҫимӗк умӗнчи юн кун каҫҫен ака туйӗ тӑваҫҫӗ. Килӗрен пӑтӑ, ҫӑмарта, пашалусем, юсмансем пӗҫерсе, ушкӑнпа пӗр хур пӗҫерсе хире тухса чӳклеҫҫӗ. Пӗтерсен, акана лашасем кӳлсе ҫереме пӗр ик-виҫӗ касӑ тӑваҫҫӗ те касӑсем айне пашалу кӑваписене пӑрахаҫҫӗ. Ларса ҫиеҫҫӗ те сӑра ӗҫсе ака туйӗ тӑваҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра ача кӗрешет, ваттисем юрласа ташлаҫҫӗ: «Ака туй, ака туй, ыран тата пире туй — теҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен