Пилсемпе кӗлӗсем

965-мӗш кӗлӗ

Ҫуртисене ҫутсан кил хуҫи малтан аллине ҫӳхӳ илет те акӑ ҫапла асӑнса пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн татса сак ҫинчи чашӑк ҫине ярать, сӑрине те куркапа пӗчӗккӗн чӑрт-чӑрт тутарса пӗр чашӑк ҫине тӑкать, ҫӳхӳ, яшки, чӑх ашӗ пӗр чашӑк, сӑри тепӗр чашӑк ҫинче пулнӑ. [...]

Акӑ пӗрене ҫине лартнӑ ҫуртасем, тарлӑ алпа тунӑран ҫатӑртатса лараҫҫӗ, пӑт-пӑт тумлаҫҫӗ. Ҫавна курса ҫынсем шӑппӑн пӑшӑл-пӑшӑл вуласа вилнин ятне каласа: «Ку темшӗн хурланчӗ, макӑрма тапратрӗ», — теҫҫӗ.

Ҫапла вара пурте пӳртре мӗнпур ҫын ачи-пӑчине татса асӑнса хывнӑ. Асӑнса пӗтерсен пӗр чашӑк сӑра, тепӗр чашӑк ҫӳхӳ, яшка, аш тула илсе тухса тӑкнӑ; тӑкнӑ апатне кушакпа сысна ҫисен, ваттисем илмен, ҫилленнӗ тенӗ, кушакпа сысна ҫиесрен пит хӑранӑ; асӑннӑ апатне йытӑ ҫисен, пит хӗпӗртенӗ; пӳрте кӗрсен апатне тухса тӑкаканӗ каланӑ: «Хам тавра йытӑсем хам тӑрӑх сикеҫҫӗ».

Пурте: «Апла пулсан ваттисем илчӗҫ пулмалла», — тесе хӗпӗртенӗ, савӑннӑ. Асӑннӑ каҫ пӗччен тула тухма хӑранӑ: вилнисем, ваттисем тытаҫҫӗ тенӗ.

Хывса, асӑнса пӗтерсен вара апат ҫинӗ. Хурӑнташ-вӗрлепех ҫапла килтен киле ҫӳресе, асӑнса ир енне тин пӗтернӗ. Хывнӑ каҫа кӗр сӑри каҫ тенӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр