Пилсемпе кӗлӗсем

777-мӗш кӗлӗ

Эй, песмӗлле, Турӑ, ҫырлах мана! Ҫак юхан-шӑтана тасат. Кӗрхи-ҫурхи шывпа тасамарлӑхсем тухса кайнӑ пек, ман ҫинчи юхан-шӑтансем те тасалччӑр! Ҫырлахупа тасалӑх пӗрлешӳллӗ пулччӑр! Ҫырлахах мана эсӗ те, йӗрӗх! Хӑвӑн ырӑ кӑмӑлна ман ҫине ҫавӑрсам. Ҫак хурама кутне пӗлмесӗр сыснӑшӑн мана ан айӑплах. Малашне ӗнтӗ эпӗ те, ман ачан ачисем те тата вӗсенчен пулас ӑру та ҫак хураман, унӑн вӑрринчен шӑтса ӳснӗ хурамасен кутне те урӑх сысса варласа мӑшкӑл тумӗҫ. Хамӑр вӑй ҫитнӗ таран ҫулталӑкра пӗрре те пулсан ҫак хурама кутне сана, йӗрӗх, парне кӳрӗҫ. Ҫырлахсам, йӗрӗх. Манӑн кӗллӗм сиплӗхлӗ пултӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр