766-мӗш кӗлӗ
Хӑмӑш та ӳсет сыпӑклӑ, кӗпҫе те ӳсет сыпӑклӑ, кӑйкӑр курӑкӗ те ӳсет сыпӑклӑ, пирӗн ырӑ ҫынни те сыпӑклӑ, ҫитмӗл те ҫичӗ сыпӑклӑ. Пирӗн те ырӑ ҫыннин ҫитмӗл те ҫичӗ сыпӑкӗнчен пӗр сыпӑкӗ вырӑнӗнчен сикнӗ. Ырӑ ҫыннӑн ура сыппи сикмен — хӑмӑш сыппи сикнӗ. Ырӑ ҫыннӑн ура сыппи сикмен — кӗпҫе сыппи сикнӗ. Ырӑ ҫыннӑн ура сыппи сикмен — кӑйкӑр курӑкӗн сыппи сикнӗ. Хӑмӑш сыппи сыпӑнса — шыва сулхӑнне патӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен