763-мӗш кӗлӗ
Аминь, Турамӑш! Усала-тӗселе ан яр. Килӗшпе, ача-пӑчапа, ҫурт-йӗрпе сыхла. Пӳлӗхҫӗ, усала-тӗселе ан яр. Килӗшпе, ача-пӑчапа, ҫурт-йӗрпе сыхла. Таса Турӑ, Эс те усала-тӗселе ан яр, килӗшпе, ача-пӑчапа, ҫурт-йӗрпе сыхла. Турамӑш, виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн усалтан-тӗселтен сыхла. Ҫинӗ ҫимепе ҫӳренӗ карташӗнче, пуснӑ урапа усал-тӗселе сир. Пӳлӗхҫӗ, виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн усалтан-тӗселтен сыхла. Ҫинӗ ҫимепе ҫӳренӗ карташӗнче, пуснӑ урапа усал-теселе сир. Таса Турӑ, виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн усалтан-тӗселтен сыхла. Ҫинӗ ҫимепе ҫӳренӗ карташӗнче, пуснӑ урапа усал-тӗселе сир. Турамӑш, ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑшӑн усалтан-тӗселтен сыхла. Ҫинӗ ҫимепе ҫӳренӗ карташӗнче, пуснӑ урапа усал-тӗселе сир. Пӳлӗхҫӗ, ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑшӑн усалтан-тӗселтен сыхла. Ҫинӗ ҫимепе ҫӳренӗ карташӗнче, пуснӑ урапа усал-тӗселе сир. Таса Турӑ, ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑшӑн усалтан-тӗселтен сыхла. Ху панине сыхла, упра, усал-тӗселе, курайман тӑшмана сир, аминь.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен