Пилсемпе кӗлӗсем

762-мӗш кӗлӗ

Турра, Турӑ Амӑшне, Пӳлӗхҫе, Пӳлӗхҫӗ Амӑшне, Турӑ умӗнче ҫӳрекен ырра! Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫӗ, Пӳлехҫӗ амӑшӗ! Турӑ умӗнче ҫӳрекен ырӑ! Ырлӑх пар, сывлӑх пар, усала-тӗселе пиртен сир, ытла чӗлхерен, вут-кӑвартан, вӑрӑран-хурахран сыхла! Ырлӑх пар, сывлӑх пар, каҫ выртма канлӗх пар, ир тӑма ҫӑмӑллӑх пар. Хуш курса хапӑл ил, аминь, ҫырлах!

Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, Мӑн Пӳлӗхҫӗ, Мӑн Пӳлӗхҫӗ амӑшӗ, Мӑн Турӑ умӗнче ҫӳрекен мӑн ырӑ! Мӑн сӑмах каланӑ йӗркепе ҫырлах, хамӑр мӑн сӑмах калаҫнӑ пулсан та, атте-анне калаҫнӑ пулсан та — ҫырлах!

Чун ҫуратан Турӑ, чун ҫуратан Турӑ Амӑшӗ, чун ҫуратан Пӳлӗхҫӗ, чун ҫуратан Турӑ умӗнче ҫӳрекен ырӑ чун ҫуратан пӳ ӳстернӗ йӗркепе ҫырлах. Ҫуратманнине ҫуратса пар, ӳсменнине ӳстерсе пар!

Чун пӳрен Турӑ, чун пӳрен Турӑ Амӑшӗ, чун пӳрен Пӳлӗхҫӗ, чун пӳрен Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, чун пӳрен Турӑ умӗнче ҫӳрекен ырӑ, чун ҫуратса пӳ ӳстернӗ йӗркепе ҫырлах. Пӳрменнине пӳрсе пар, пӳрнине ҫуратса пар.

Адам Турӑ, Адам Турӑ Амӑшӗ, Адам Пӳлӗхҫӗ, Адам Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, Адам тӑваҫҫи, Адам тӑваҫҫи амӑшӗ, туманнине туса пар, тунине ӳстерсе пар.

Адам упраҫҫи Амӑшӗ, Адам упраҫҫи, Чун сыхчи Амӑшӗ, Чун сыхчи, Чун упран ырӑ амӑшӗ, Чун упран ырӑ...

Турӑ Тала амӑшӗ, Турӑ Тала, Турӑ хаяр амӑшӗ, Турӑ хаяр, вӑрҫӑллӑ хаяр амӑшӗ, вӑрҫӑллӑ хаяр, вӑрҫса пынӑ йӗркепе ҫырлах!..

Юлавҫӑ амӑшӗ, Юлавҫӑ, Тупавҫӑ амӑшӗ, Тупавҫӑ, юла юпса, тупа туса калаҫнӑ йӗркепе ҫырлах!

Пихампар амӑшӗ, Пихампар...

Хӑрпан амӑшӗ, Хӑрпан! Ан хӑрт, ан типӗт, ан тилмӗрт!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр