Пилсемпе кӗлӗсем

760-мӗш кӗлӗ

Сӗтеле урай варрине лартаҫҫӗ те ҫине чашӑкпа юсман лартаҫҫӗ. Суккӑр мучи сулахай хулӗ хушшине ҫӗлӗк хӗстерсе алӑк патнелле пырса тӑчӗ те аслӑ киреметрен чӳклеме тапратрӗ:

Эй, Аслӑ Кӗлӗ, ҫырлах! Сана килӗшпе пуҫҫапатпӑр, Сана витӗнетпӗр. Эпир айван ывӑл-хӗрӗ ним те пӗлместпӗр, тен, Сана ҫиллентернӗ пуль. Сан умӑнта ятлаҫнӑ пуль кунӗн-ҫӗрӗн, выльӑх-чӗрлӗхӗпе сан уру айӗнче ҫӳретпӗр, ҫырлах! Эпир айван ывӑлӗ-хӗрӗ юмӑҫ-курмӑш каларӑшпе Сана чӳклетпӗр. Тетен ҫын сумах турӗ пуль, ҫын сумах-юмах хыҫҫӑн ан кай. Эпир хамӑрӑн вӑй ҫиттӗрӗшне тӑватпӑр. Пирӗн усал тӑвас тӑшмана ӗмӗтленнӗ ӗмӗтне ан ҫитер, шухӑшланӑ шухӑшне ан ҫитер. Усал тӑвас текен ҫыннӑн ӑшне-чиккине хӑр пар. Пире ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер, шухӑшланӑ шухӑша ҫитерсе пыр. Пире вутран-кӑвартан, шывран-шуртан, вӑрӑран-хурахран, кайӑкран-хуҫаран ҫӑлса тӑр, ҫырлах! Сана килӗшпе, ачам-пӑчампа, тӑват тӗпренчӗк татӑкпа пуҫҫапатӑп, вӗсене чипер, тӗрӗс-тӗкел усра. Ӗҫленӗ ӗҫе малалла ярса пыр. Пире чиртен-чӗртен хӑтарса тӑр. Ҫула-йӗре кайсан чипер ҫӳресе килме пар, утнӑ утӑм малалла кайса пытӑр, тӑнӑ ҫӗрте тӗме пултӑр. Калаҫнӑ сӑмах вырӑнлӑ пултӑр. Сана ҫам ҫатса ҫам илетпӗр тет. Аслӑ Кӗлӗ амӑшӗ, ҫырлах!

Сана тата виҫлӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн пуҫҫапатпӑр. Вӗсене тӗрӗс-тӗкел усра. Ӗрчетсе йышлантар. Пӗр вӗҫӗ вакра, пӗр вӗҫӗ картара пултӑр. Тӗкӗнчен-ҫӳҫӗнчен, шӑкӗнчен-пӑхӗнчен савӑнтар, ҫырлах!

Сана тата ҫичлӗ тырӑ-пулӑшӑн пуҫҫапатпӑр. Кучӗ хӑмӑш пек, тӑрри пӑрҫа пек пултӑр. Акнӑ чухне ултӑ сӳрепеле сӳрелеме пар, пилӗк тиха хыҫҫӑн выляса пытӑр. Пура тулли тӑтӑр, илнӗ ҫӗрте ан иксӗлтӗр, панӑ ҫӗрте ан палӑртӑр. Пӗр пӗрчӗ вырӑнне пин пӗрчӗ хутшӑнтӑр, аминь, ҫырлах! Кама тивмен, ху валеҫсе пар. Эпир пӗлместпӗр, ачӑна-пӑчӑна чар, тӗрӗс-тӗкел усра. Ҫырлах, аминь, ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр