Пилсемпе кӗлӗсем

730-мӗш кӗлӗ

Эй, ар ывӑлсем, хуҫа калать: ҫиччӗ вӗретсе ҫитмӗл витре сӑра тунӑ, ҫитмӗл ҫӗре йыхрав янӑ тата вун икӗ кӑшӑллӑ пичкине пуҫласа ҫӗнӗ тырӑ шерпечӗпе Турӑ патне хыпар турӑмӑр, тата пӗри малтан, пӗри кайран килни кунта сыв пултӑр, килмене килӗнче сыв пултӑр. Тата ятлӑ курка пуҫласа ярас тет. Савнӑ ҫынсене савса савӑш курки ӗҫтерес тет. Ҫак куркана ӗҫекен путене пулать, ыраш ҫине каять; ӗҫеймен карӑш пулать те хӑях ҫине каймалла. Ну, ар-ывӑлсем, эсир мӗн шутлатӑр?

— Куркине кӗтетпӗр.

— Ҫакӑ куркана ӗҫеймесен хуҫа калать: хӑрах тупанпа хӗрӗх те пӗр ҫуна вут турттарас тет. Хытӑ-ха тесе акмасӑр ан хӑвар, ясмӑк та пулин акӑр — яшки ҫӑра пулать. Ҫуллен пӗр ҫурпилӗк хушша акма тӑрӑшӑр, вара ҫын пулать! Ҫакӑ куркана шак ӗҫес те шак лартас, айӑп-чӗрӗп пӗртте ҫук. Пӗр сывламасӑр ҫиччӗ те пилӗк курка ӗҫтерес тет. Эй, хурӑнсуркассисем, хуҫа ятлӑ курка пуҫласа ярас тет, ҫак куркана кӗтетӗр-и эсир?

— Кӗтетпӗр!

— Ҫакӑ куркана пӗртте канмасӑр ӗҫмелле, пӗрре кансан пӗр вар пуҫҫинчен хӗрӗх те пӗр хур пир тутарас тет. Тата хӑлашпа юр типӗттерес тет, алапа шыв кӳртерес тет, тата ҫакӑ куркана симӗс шӑрҫа тултарттарас тет.

— Куркинех ӗҫетпӗр.

— Юман кучӗ хуралсан кун таврӑнать теҫҫӗ, вара апат тума вӑхӑт ҫитет теҫҫӗ, уя апатпа пынӑ чух кӗпи хура пулсан та йӗмӗ шурӑ пултӑр теҫҫӗ. Сарӑ хӗври ҫӑра пултӑр, вӑрӑм пултӑр, вара сӗлли пулать вӑрӑм теҫҫӗ, Апатпа пынӑ чух вӑртӑк-вартӑк хӑвӑрт утса пырас пулать, унталла-кунталла пӑхкаласа пырас пулмасть: ҫул ҫинче тӑпра муклашки ҫине такӑнсан яшкӑр тӑкӑнса кайӗ. Эй, хурӑнсуркассисем, эсир ҫакӑ куркана кӗтетри тет. Хӑлашпа юр типӗтетри, алапа шыв кӳретри, е пӗр вар пуҫҫирен хӗрӗх те пӗр хур пир тӑватра, е симӗс шӑрҫине тултаратра куркине?

— Куркине ӗҫетпӗр.

— Эй ар ывӑлӗсем, хуҫа вун икӗ кӑшӑллӑ пичкине пуҫласа Турӑ патне хыпар турӑмӑр, тата ҫавӑн ҫинчен ятлӑ курка пуҫласа ятӑмӑр, ҫакӑ куркана ӗҫрӗр-и, ӗҫмен пулсан кунта килӗр, ӗҫнӗ пулсан вырӑнта ларӑр. Эй, хурӑнсуркассисем, ҫакӑ ятлӑ куркана ӗҫрӗр-и? Ӗҫнӗ пулсан вырӑнта ларӑр, ӗҫмен пулсан хам пата килӗр, ман алӑра курка тулли.

— Ӗҫрӗмӗр.

— Ҫакӑ куркана ӗҫекен ывӑл ҫуратать теҫҫӗ!

Ҫамрӑк арӑмсене хӑналаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр