Пилсемпе кӗлӗсем

729-мӗш кӗлӗ

Эй, хӑна-вӗрле, итлӗр-ха!

Хуҫа калать: савӑш курки пуҫларӑм. Хамӑн ӳснӗ ывӑл ҫук, илнӗ кинӗм ҫук тет.

Аллӑмпа парса сире элле ҫитертӗм, элле ҫитереймерӗм, ҫавӑнпа пӗр ватта хушса Турӑпа патша курки пуҫласа яратӑп тет.

Эсир кӑна ӗриса-и, ҫук-и? Алӑк патӗнчи ар ывӑлӗсем, ҫак куркана ӗҫме эсир кӳнетӗр-и, ҫук-и?

— Кӳнетпӗр.

Тӗпелти хӗрарӑмсенчен ыйтать:

— Эй, тӗпелти хурӑнсӑркассисем, кӗске йӗмсем, эсир апата пыма ӗриса-и, ҫук-и?

— Эпир ӗриса, — теҫҫӗ.

Ҫӳлте Турӑ, ҫут тӗнче унӑн, ҫӗрте патша, хура халӑх унӑн, ҫак пӳртри хӑна-вӗрле пурте хуҫан, хуҫа калать: ҫӑва тухсан пӗсмӗлле туса, Турра шанса, ултӑ лаша кӳлсе уя тухас тет. Унта виҫ ҫурпилӗк ҫерем илес тет. Пӗрне мӑн ҫӑкӑрлӑх тет, тепӗрне кучченеҫлех тулӑ акас тет. Тата тепӗрне салатлӑх урпа акас тет. Ут туртайми урпа, ар ҫӗклейми хӑмла.

Ҫак куркана ӗҫекен хӑй те путене, ӗҫейменни — карӑш тет. Канми, сывлами курка, тӗппипе ӗҫмелли курка тет. Ҫак куркана ӗҫеймене ҫич те пилӗк курка штраф: ҫичӗ курка сӑра, пилӗк курка шыв тет. Савса ӗҫмелле савӑш курки. Кӗрӗк ҫӗтӗк тесе тӑхӑнмасӑр тӑрас мар тет, арӑм ватӑ тесе выртмасӑр тӑрас мар, унпа выртсан, хускалмасӑр выртас мар тет. Ҫулҫӑсӑр пулмасть ҫарӑк — ку сӑмахсене кала пӗлмен ҫын хӑй те вӑл тӗм карӑк, тав сана!

— Эй, алӑк патӗнчи ар ывӑлӗсем, ку ятлӑ курка сире тиврӗ-и, ҫук-и? Тивменнисем, кунта килӗр, хуҫа курки хатӗр кунта!

— Тиврӗ, тиврӗ!

— Эй, хурӑнсӑркассисем, ҫак ятлӑ курка сире тиврӗ-и?

— Тиврӗ пире.

Ҫав ятлӑ курка пӗтсен пӗр виҫӗ чашӑк сӑра ӗҫеҫҫӗ те пурте вара кил хуҫине пуҫҫапаҫҫӗ. Унтан лараҫҫӗ. Вара ҫапла сӑмахсем калаҫҫӗ:

Тӑватӑ лаша акара, тимӗр кӑваксем сӳрере; шӑрчӗ кастӑр, тӗренӗ хӑпартӑр. Вун ик ҫулхи ачасем сӳре сӳреччӗр, утмӑл ҫулхи стариксем тыр курки ҫӗклеччӗр.

— Ну, алӑк патӗнчи ар ывӑлсем, хуҫа путене курки чӳклес тет. Акӑ ҫак алтӑрпа ӗҫен путене пулать тет, ӗҫеймен карӑш пулать тет. Ҫакӑ куркана ӗҫмесен, халӑшпа юр типӗтмелле тет. Ҫавна типӗтетӗр-и, куркине ӗҫетӗр-и?

— Куркине ӗҫетпӗр.

— Тата ҫак куркана ӗҫмесен алапа шыв кӳмелле тет. Ҫавна кӳретӗр-и, куркине ӗҫетӗр-и?

— Куркине ӗҫес пуль.

— Тата ҫак куркана ӗҫменни пӗр ҫулта ҫиччӗ те пиллӗк хӑлач ӳснӗ хулӑ тупмалла тет. Ҫавна тупатӑр-и, куркине ӗҫетӗр-и?

— Куркине ӗҫес пуль.

— Тата пӗр чӗлӗ пушӑтран ҫӗр мӑшӑр ҫӑпата тӑвас пулать тет. Ҫакӑ куркана ӗҫмесен ҫавна тӑватӑр-и, куркине ӗҫетӗр-и?

— Куркинех ӗҫетпӗр.

— Тата пӗр ҫӑка хуппипе хӗрӗх ҫурт тӑрри витмелле тет ҫакӑ куркана ӗҫмесен.

— Куркинех ӗҫетпӗр.

— Ну тата тӗпелти хурӑнсӑркассисем, итлӗр. Ҫакӑ куркана ӗҫмесен пӗр пӗрчӗ кантӑртан ҫӗр хур пир тумалла тет.

— Ҫавна тӑватӑр-и, куркине ӗҫетӗр-и?

— Куркине ӗҫетпӗр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр