Пилсемпе кӗлӗсем

728-мӗш кӗлӗ

Пичӗке пуҫланӑ хыҫҫӑн Турра сӑхсӑхса пуҫҫапаҫҫӗ те ҫӗнӗрен савӑш курки пуҫлаҫҫӗ... Пӗри тӑрса ҫак сӑмахсене каласа пурне те сӑра ӗҫтерет:

Ар ывӑлсем! Хуҫа калать: ҫӗнӗ тырӑна Турра асӑнса пичӗке чӳклерӗм тет. Сире тиври, тивмери? Тивмен пулсан ун ҫинчен савӑш курки пуҫлас тет. Эсир ӑна кӗрӗшетри, кӗрӗшместри? Кӗрӗшетӗр пулсан ура ҫине тӑрӑр Турра кӗлтума. Хурӑнсурӑнкассисем! Тӗрлӗ минтер ҫинчисем! Эсир, арҫынсем, ака патне кайсан апата пынӑ чухне кӗпӗр хура пулсан та, йӗмӗр шурӑ пултӑр. Ар ывӑлсем! Ура ҫине тӑрӑр! Хурӑнсурӑнкассисем! Ура ҫине тӑрӑр Турра кӗлтума.

Вара вӗсем пурте сӑхсӑхса пуҫҫапаҫҫӗ те каллех талранса калать:

Э пӗсмӗлле, Тур ҫырлах. Ҫӗнӗ тырӑпа пичеке чӳклерӗмӗр. Ун ҫинчен сана асӑнса, витӗнсе савӑш курки пуҫлас терӗмӗр.

Вара каллех сӑхсӑхса пуҫҫапаҫҫӗ те «Ҫӳлти Турӑ...» тесе кӗлтӑва пуҫлаҫҫӗ. Кӗлтуса пӗтерсен Турра тав туса сӑхсӑхаҫҫӗ те пӗри тӑрса сӑмах калать:

Савӑш курки савса ӗҫмелле, Турӑ та патша курки. Ҫӳлте Турӑ, ҫут ҫанталӑк унӑн. Ҫӗрте ҫӗр йыш, ҫӗршыв унӑн. Ҫӗрте патша, хура халӑх унӑн. Ут туртайми салат, ар ҫӗклейми хӑмла янӑ, ача ҫӗклейми ҫӑкӑр. Ӑна та калах пӗлмен ҫичӗ те пилӗк ӗҫмелле, кала пӗлекенӗ пӗрре ӗҫмелле. Кала пӗлекен путене пулас та ыраш ани ҫинче ҫӳрес; кала пӗлменни карӑш пулас та хӑмӑш тӗпӗнчен ҫӳремелле, кала пӗлекен савнӑ арӑмӗпе выртмалла, кала пӗлменни арӑмӗнчен ури вӗҫне пуҫа хыҫса выртмалла. Урипе тапас, ури ҫитес ҫук.

Ӗҫтерсе ҫаврӑнать те тата ыйтать:

Ар ывӑлсем! Хурӑнсурӑнкассисем, тӗрлӗ минтер ҫинчисем! Хуҫа калать: ҫӗнӗ тырӑпа пичӗке чӳклерӗмӗр тет. Ун ҫинчен ятлӑ курка пуҫласа ятӑмӑр тет. Сире тиври, тивмери? Тивнӗ пулсан ура ҫине тӑрӑр, тивмен пулсан кунта килӗр.

Тата ура ҫине тӑраҫҫӗ те Турра сӑхсӑхса пӗтернӗ ҫинчен пуҫҫапаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр