Пилсемпе кӗлӗсем

709-мӗш кӗлӗ

Ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑ шерпечӗпе ҫырлах, Турӑ Амӑшӗ! йӳҫҫи — пире, тутли — сана.

Эй, Турӑ, сана асӑнатпӑр ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑ шерпечӗпе, виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхпе. Пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра (пултӑр). Ҫырлах, Турӑ! (Тайӑлаҫҫӗ.)

Виҫӗ выльӑх-чӗрлӗх тӗкӗнчен тӳлетӗр, пӑхӗнчен самӑрттӑр, чун ҫумне чун хуштӑр. Пар, Турӑ, ҫырлахах! Ӗне ҫумне пӑру ертмелӗхне пар, Турӑ, кӗсре хыҫне тиха ертмелӗхне пар, сурӑх хыҫҫӑн путек ертмелӗхне пар, ҫырлахах. Пирӗн пилле хапӑл илех. Ҫуркунне ытӑ кӑларса ярса кӗркунне тӗрӗс-тӗкел киле-ҫурта кӳртмелӗхне пар, Турӑ! (Тайӑлаҫҫӗ.)

Ырӑ Турӑ, тупках кӗперӗнчен, муртан, йывӑр ҫумӑртан, чирӗнчен-чӗрӗнчен ҫырлаха пар, ҫутӑ тӗнче.

Ир тӑрсан та, каҫ выртсан та ҫутӑ тӗнчере пире, йӗркесӗр пурӑнакан чурусене, каҫар, пӗлтӗмӗр-и, пӗлмерӗмӗр-и — пирӗн айван чӗлхе-ҫӑварпа туннӑ (!) илтех, Турӑ! (Тайӑлаҫҫӗ.) Ҫырлаха парах, Турӑ!

Эй, хӗвел амӑшӗ, ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла, виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхе эсӗ те пулсан хыптарса ҫунтарса ан ярах, ан пӑрах.

Эй, ырӑ ҫил амӑшӗ, эсӗ те пулсан апатлӑ ҫӗре ертсе каях. Ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла, виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхе ҫапса-хӗнесе ан хуҫах. Эй, ҫил амӑшӗ, сана килӗм-йышӑмпа, ачам-пӑчампа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, чӑххӑм-чӗппӗмпе асӑнса кӗлтӑватпӑр. Ҫырлах, Турӑ.

Эй, ырӑ кӑвак хуппи, пӗр уҫӑлса кайнӑ тӗле тӑва пар. Хамӑрӑн телейпе, килӗм-вутӑм телейӗпе, ачам-пӑчам телейӗпе, ӑратнесем-тӑвансем, ҫакӑ пӳртре пурсӑмӑрӑн телейпе те пулсан пӗр уҫӑлса каланӑ тӗле тӑва пар, ҫырлаха пар. Кӑвак хуппи, пӗр пӗлӗхӗҫе мен парассине те эсӗ паратӑн, ҫырлахассине те эсӗ ҫырлахатӑн, пӳрессине те ҫырлах, перекет амӑшне те, телее те ырра хирӗҫ тӑва пар, усала тӳртенле тӑва пар, ырӑ кун-ҫула ырӑ сехет тӗлне пар. Вӑрлӑх кӑларма кайнӑ чух та ырӑ кун-ҫул, ырӑ сехет тӗлне тӑва пар. Пӗр пӗрчӗ акса ҫӗр пӗрчӗ пулмалӑхне пар, ҫӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулмалӑхне пар, Турӑ. Хӑмӑлне хӑмӑш пек, тӑррине пӑрҫа пек тутлӑхне пар, Турӑ, умран уҫса пыр, хыҫран пуҫтарса пара хур, ана тулли ҫемел пар, йӗтем тулли капан пар, юпа ҫӳлли кӑшӑл пара хур. Кӗлтине кӗртсен перекетлӗхне пар, кивӗ ҫине ҫӗнӗ хумалӑхне пар. Панӑ ҫӗрте ан иксӗлтӗр, илнӗ ҫӗре ӳссе тӑтӑр. Кӗлет тулли тырӑ тӑратмалӑхне пара хур. Ҫырлаха пар, ырӑ перекет амӑше. (Тайӑлаҫҫӗ.) Ҫырлаха пар!

Ҫӗр амӑшӗ, ир тӑрсан та, каҫ выртсан та сан кӑкӑр ҫинче ҫӳретпӗр, ан ҫиллен пире. Килӗм-ҫуртӑмпа та, ҫемьепе те, выльӑх-чӗрлӗхпе те, тыррӑм-пуллӑмпа та, чӑххӑм-чӗппӗмпе те сан кӑкӑр ҫинче тӑратпӑр. Ҫапса хӗнесе ан хуҫ пире. (Тайӑлаҫҫӗ.) Пиҫнӗ ҫеҫке тӑррине ҫисе пурӑнатпӑр, малашне те ҫакӑн пек лайӑх хӗпӗртесе савӑнса, ҫитес ҫакӑ ӗҫкӗ-ҫикӗпе ӗҫсе ҫисе савӑнмалӑхне пар, ҫӗр йышӗ! (Тайӑлаҫҫӗ.) Ҫырлах, ҫӗр йышӗ!

Ҫырлаха пар, мӑн Кӗл илен! Сана малтан асӑнассине кайран асӑнтӑмӑр пулӗ, кайран асӑнассине малтан асӑнтӑмӑр пулӗ. Каҫар пире, пирӗн кӗлле хапӑл илсе ырӑ Турӑ амӑшне ҫитерсем. Эпир хамӑр кӗлле алӑран тыттарас ҫук, эсӗ те пулсан ҫитере хур. Эпир сана Турӑ Амӑшӗ вырӑнне хуратпӑр. (Кӗлӗҫӗ аллинче чашӑк, унта ҫӑкӑр, ҫӑкӑр ҫинче чӑкӑт. Кун хыҫҫӑн, алӑка хупса, киреметсене асӑнма пуҫлаҫҫӗ.)

Ҫырлаха пар, ырӑ Хӗрт-сурт, эсӗ те пулсан ырӑ илем кӳрт; эсӗ те пулсан ан тустара пар, ан юстарса пар; эс те пулсан туйтара пар, систере; туйманнине туйтар, сисменнине систер; вутӗнчен-кӑварӗнчен, мурӗнчен-чирӗнчен витсе сыхласа усра пар; эсӗ те пулсан упра тӑр, ырӑ Хӗрт-сурт. Ывӑл ҫуратсан та, хӗр ҫуратсан та, сӑнлӑ-сӑпатлӑ, ӑслӑ-хакӑллӑ тӑва пар, тӳре-тӑлмачӑ пулмалӑхне пар, кине тӗпеле лармалӑхне пар, кӗрӗве алӑк патне лартма пара хур, ватӑлса ҫитсен шур сухаллӑ, шур ҫӳҫлӗ, сарӑ шӑллӑ пулса пурӑнмалӑхне пар. (Тайӑлаҫҫӗ, вырӑнти киреметсене асӑнма пуҫлаҫҫӗ.)

1. Ҫырлаха пар, аслӑ ырӑ киремечӗ. Ака-суха тума та кайӑпӑр, тырӑ вырма та каятпӑр, утӑ ҫулма та каятпӑр, унта эпир выльӑх-чӗрлӗхпе те, ачам-пӑчампа та вӑрҫатпӑр пулӗ — каҫарах, каҫарах, киремет.

2. Ҫырлаха пар, Ҫӑкӑр ҫырма киремечӗ! Ака-суха тума та, утӑ ҫулма та сан урлӑ ҫӳретпӗр, выльӑх-чӗрлӗхпе те, ачам-пӑчамӑрсемпе те вӑрҫатпӑр пулӗ — каҫар, пирӗн сӑмах хыҫҫӑн ан ҫӳре.

3. Ҫырлаха пар, Вӑрӑм ту киремечӗ! Ниӑҫта кайсан та, сан урлӑ ҫӳретпӗр, пирӗн сансӑр пуҫне урӑх ниӑҫта та тухса ҫӳреме те ҫук, ял ҫумӗнчи эсӗ ҫырлахах, Киремет. (Тайӑлаҫҫӗ.)

4. Ҫырлаха пар, Кӗлел ту киремечӗ! Сан патӑнтан иртсе ҫӳретпӗр, ан ҫиллен пире эсӗ, ака-суха та тӑватпӑр.

5. Ҫырлаха пар, кӗҫӗн ырӑ киремечӗ! Мӗн пурринчен кӗҫӗнни, ан ҫиллен, сана та асӑнмасӑр хӑвармастпӑр, каҫарах пире, Киремет! Ака-суха тунӑ чухне те вӑрҫатпӑр пулӗ, санӑн патӑнта та тырӑ выратпӑр, каҫар, ан ҫилленсе ҫӳрӗр пире, каласа пӗтерни пулчи, каласа пӗтерейменни пулчи, ҫырлахах, ан ҫилленӗр. (Тайӑлаҫҫӗ.)

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр