Пилсемпе кӗлӗсем

708-мӗш кӗлӗ

Эй, Турӑ, ҫырлах! Мӑн Турӑ, ҫырлах! Мӑн Туррӑн Амӑшӗ, ҫырлах! Хӗрт-сурт, ҫырлах! Хӗрт-суртӑн Амӑшӗ, ҫырлах! Пӳлӗхҫи, ҫырлах, Пӳлӗхҫи Амӑшӗ, ҫырлах! Хӗвел, ҫырлах, Хӗвелпе пӗҫертсе ан яр! Ҫурт ҫуратан Турӑ Амӑш, вут-кӑвартан ҫӑлса пыр! Тырӑ-пулӑ ҫуратакан Турӑ, тырӑ-пулӑ хушшинче усра! Ту хӗрринчи вак-тӗвек турӑсем, хута кӗрсе пырӑр! Пихампар, хун йӑттуна чар! Ырӑ Хӗрт-сурт, ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр