705-мӗш кӗлӗ
Эй, туй таврашӗ, ҫитмӗл те ҫичӗ тинӗсре туй пуҫлӑх пулса пурӑнакан, ҫак кил хуҫи тинӗс тӗпӗнчи пекех туй туса кин илчӗ. Эпир Сана мехил ҫитменнипе час чӳклеймарӑмӑр. Вӑхӑт ҫитрӗ — чӳклетпӗр ӗнтӗ, тархасшӑнах, эсӗ ҫак кине ҫӑмӑллатсам. Эпир сана ҫитмӗл ҫичӗ юсманпа, пӗр хуран пӑтӑпа ҫырлахтаратпӑр. Ҫак ҫитмӗл те ҫичӗ юсманпа, пӗр хуран пӑтӑпа пӗтӗм тинӗс тӗпӗнче туй тӑвакансене ӗҫтерсе-ҫитерсе яр. Эпир те ӗлӗк кин илнӗ чухне сирӗн пек пӗтӗм катари ҫынсене чӗнсе ӗҫтерсе-ҫитерсе ятӑмӑр. Мӗн пулсан та ҫак пӑтӑпа, юсманпа ҫырлахӑрах. Ҫак ҫитмӗл те ҫичӗ юсманпа, пӗр хуран пӑтӑпа ҫак кил хуҫи килӗш-чиккипе асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Эсӗ выльӑх-чӗрлӗхе те хирсе ан тӑк. Ҫултан ҫула хутшӑнтарса пыр. Уя тухсан хир тулли сарӑлса ҫӳреме пар. Уйра ҫӳренӗ чухне усалтан-тӗселтен сыхласа тӑр. Уя тухсан Уй турри сыхласа тӑтӑр. Картана кӗрсен Карта турри сыхласа тӑтӑр...
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен