704-мӗш кӗлӗ
Ырӑ кӑмӑллӑ ырӑ Турӑ! Пире ҫакӑ туя, вӑйӑ-кулӑ тӑвассине йӗркеллӗ, савӑнӑҫлӑ туса ирттерсе яма пар! Ан пӑрах пире, Турӑ! Ырра — хирӗҫ, усала тӳртен пултӑр, пире майли — пирӗнпе, хирӗҫлисем аяккалла пулччӑр!
Турӑ, ырӑ Турӑ! Ыйтатпӑр, йӑлӑнатпӑр Сана. Тырри-пулли ӑнса пултӑр, выльӑххи-чӗрлӗххисем сывӑ пурӑнччӑр, тӗк пӗрчинчен тӳлеттӗр, пӗртен пине ҫиттӗр, ачи-пӑчипе, пуринпе савӑнса пурӑнмалла пултӑр. Ҫур акине — ҫуркунне, кӗр акине — кӗркунне вӑхӑтра туса ирттермелле пултӑр. Пулнӑ тырри-пуллине, ҫулнӑ утти-курӑкне чипер типӗтсе илме пар. Ҫичӗ тӗслӗ тырри-пулли ӑнса пулсан, выльӑххи-чӗрлӗххи сывӑ пулсан выҫӑ килнине тӑрантса яма, шӑнса килнине ӑшӑтса яма пар. Панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен