Пилсемпе кӗлӗсем

703-мӗш кӗлӗ

Ирхине тӑрсан ҫӗнӗ ҫынни питне-куҫне ҫӑвать те хӗрсеммипе ҫӗнӗ ҫын шывӗ пуҫлама каяҫҫӗ. Унта темӗн чухлӗ ача-пӑча пухӑнать, курма пыраҫҫӗ. Вӗсем каяҫҫӗ пусӑ кутне. Кӗвентипе витрисене пусӑ кутне хӗрсемми ҫӗклесе пырать. Пусӑ кутне ҫитсен хӗрсемми витрисене лартать те шыв ӑса-ӑса парать витрепе. Ҫӗнӗ ҫынни нимӗнсӗрех хӗвеле хирӗҫ тӑрса (хӗвел тухӑҫнелле пӑхса) малтан виҫӗ хутчен ҫӑкӑнать, аранҫӗ-аранҫӗ лапчӑнса илет. Унтан шыв тултарнӑ витрене виҫӗ хутчен (виҫӗ витре) тапа-тапа йӑвантарса ярать — шыва тӑкать. Унтан хӗрсемми тата икӗ витрине те шыв тултарать те кӗвентисене ҫаклатса ку ҫӗнӗ ҫынна тыттарать. Ҫӗнӗ ҫынни ҫӗкличчен ҫав кӗвенти ҫине нухрат хурать. Вӑл нухратне хӗрсемми илет хӑйне. Вара ҫӗнӗ ҫынни кӗвентипе шыва йӑтать те каллех хӗвел тухӑҫнелле тӑкса виҫӗ хутчен ҫӑкӑнать. Унтан вара каяҫҫӗ килнелле. Шыв ӑсма аяккарах каяҫҫӗ, килти пусран ӑсмаҫҫӗ. Урамра ват ҫын пынине курсан ҫӗнӗ ҫын чарӑнать те ҫав ҫын еннелле пӑхса ҫӗкленӗ шывӗпех виҫӗ хутчен ҫӑкӑнать. Тутине чӗркенӗ явлӑкпа тытать, хуплать. Лешӗ ӑна хирӗҫ чарӑнать те: «Аслӑ ҫын пул», — тет. Явлӑкне ӑна пӗркенчӗк пӑрахсанах параҫҫӗ, вӑл вара килте те ҫӗнӗ хӑтана-мӗне кайса киличчен ҫапла тытса ҫӳрет. Хапхаран кӗнӗ чух, унтан тата пӳрте кӗрсен урай варрине тӑрса виҫшер хут ҫӑкӑнать. Хуняшшӗпе хунямӑшӗ, пӳрт урай варринче ҫӑкӑннӑ чух: «Аслӑ ҫын пул, аслӑ ҫын пул», тесе лараҫҫӗ. Витресене лартать те хӗрсеммипе салма ҫакаҫҫӗ. Хунямӑшӗ пымасть унта.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр