693-мӗш кӗлӗ
Пире хисепленӗшӗн сире Турӑ пиллетӗр! Ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пулӑр! Пирӗн пек ывӑллӑ-хӗрлӗ пулӑр! Ывӑл авлантарса, хӗр качча парса, пирӗн пек, парнеллӗ сӑра куркипе лармалла пултӑр. Пӗрне-пӗри сивӗ сӑмах ан калӑр! Ачам, хӗрӗм, качча кайнӑ килӗре пуҫлӑхсем пулӗҫ. Вӗсен сӑмахне итлесе пурӑн! Мӗнле йывӑр ӗҫ хушсан та сӑмах итлемесӗр пӑрӑнса ан ҫӳре! Килен-каяна ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе ӑсат! Эй, кӗрӳ, арҫыннӑн ҫӳҫӗ кӗске, ӑсӗ вӑрӑм, хӗрарӑмӑн ҫӳҫӗ вӑрӑм, ӑсӗ кӗске. Ӑсӗ ҫитмесен чӗлпӗре унӑн ҫивти пур, унтан тытма юрать. Килех ҫӳрӗр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен