Пилсемпе кӗлӗсем

688-мӗш кӗлӗ

Туй халӑхӗ каччӑ килне кӗрес умӗн хаяр ҫавӑрса пӑрахаҫҫӗ. Пӗр ҫӑмарта илеҫҫӗ те хӗр урапи йӗри-тавра каччипе пӗр ҫын виҫӗ хутчен ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫӑмартине хӗвел тухӑҫнелле ывӑтса яраҫҫӗ. Хаяр ҫавӑрнӑ чухне ак ҫак сӑмахсене каласа ҫаврӑнаҫҫӗ:

Ҫак (ятне калать) хӗр ача хаяр ҫиллине чартӑр, унӑн ҫилли ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ ҫавра ҫилпе вӗҫсе кайтӑр; унӑн аслӑ киревсӗр кӑмӑлӗ кирене виҫӗнтӗр, кӑвакарчӑн пек йӑваш, чӗкеҫ пек чӗлхеллӗ, ҫӗлен пек чее пултӑр. Хӑй упӑшкине юратса, килӗштерсе пурӑнтӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр