680-мӗш кӗлӗ
Эй, Тур, ҫырлах, Мӑн Тур, ҫырлах, Мӑн Тур Амӑш, ҫырлах, Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах, Пӳлӗхҫӗ Амӑш, ҫырлах, Хӗрт-сурт, ҫырлах, Хӗрт-сурт Амӑш, ҫырлах.
Эй, тӑрӑр-ха пурте! Тӑххӑрӑн пӗр хӑма ҫине тӑрса ача-пӑча Туррине кӗлтӑвар, кил-йыш-тӑвана йӑваш чунпа тархаслар, илт, ҫырлах!
Ывӑл-хӗр ҫуратакан Турӑ, ывӑл-хӗр варринче усра.
Ҫурт ҫуратакан Турӑ, ҫурт варринче усра. Мул ҫуратакан Турӑ, мул варринче усра. Тырӑ-пулӑ ҫуратакан Турӑ, тырӑ-пулӑ варринче усра.
Хӗвел амӑш, хӗвелпе пӗҫертсе ан яр. Ҫил амӑш, ҫилпе типӗтсе ан яр.
Ту хӗрринчи вак-тӗвек Турӑ, хута кӗр.
Пихампар, ху йыттуна чар, ыр Хӗрт-сурт, ҫырлах.
Эй, ыр хӑтам та, тӑхлачӑм та пур, и-и Макки ывӑлсем те пур.
Халӗ, хӑта, илсе килнӗ сӑрана, мӑн кушил кучченеҫе ӗҫсе-ҫиме пӳрсе пар.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен