679-мӗш кӗлӗ
Эй, пӗсмӗлле Турра! Сана ҫуратан пӑттипе асӑнатпӑр. Чун ҫуратса, пӳ ӳстерсе, хӗр качча патӑмӑр. Эй, Турӑ, Сана асӑнса ҫак качча кайнӑ хӗре пиллесе яратпӑр ҫак ҫуратан пӑттипе. Эй, Турӑ, ҫӳлтен пиллӗхне антарса пирӗн пиллӗхе ун ҫине ҫитер. Ырлӑх-сывлӑх пар ӑна. Ырӑ ача-пӑча ӳстерсе, кин кӗртсе, хӗр качча парса тӑмалла пултӑр.
Хӗр ашшӗн кӗлли.
Эй, пӗсмӗлле Турӑ! Ҫуратан уйӑрса килнӗ йӗркипе мӗнпур килӗшӗмпе, ачам-пӑчампа асӑнатпӑр. Пилленӗ пиллӗх вырӑнлӑ пултӑр! Ачама-пӑчама инкек, хӗн-асап ан пар, чир-чӗр ан яр. Аминь, ҫырлах!
Хуняшшён, вӑл вилнӗ пулсан упӑшкин пиччӗшӗн е шӑллӗн кӗлли.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен