Пилсемпе кӗлӗсем

676-мӗш кӗлӗ

Ваттисем, ҫиччӗн пулса (кам чашӑк, кам курка, кам эрех илнӗ), пуҫтарӑнса тулалла тухса кайрӗҫ. Унта тулта мӗн тӑваҫҫӗ, эпӗ нихӑҫан та курман, анчах ҫынсем каланине илтнипе пӗлетӗп. Авалхи Турра-Пӳлӗхҫӗне, Пихампара, Пихампар Амӑшне, аслӑ Киремете, кӗҫӗн киреметсене пурне те асӑнса ӗҫнӗ те апатсем татса парса сӑра тӑкнӑ. Юлашкинчен кама асӑнмасӑр, астумасӑр юлнисене те астуса каланӑ:

Пӗрлештерӗр, пайлашӑр. Пире пурте пулӑшӑр. Сирӗнтен ырӑ пиллӗх ыйтатпӑр.

Тултан авалхи йӑлана туса пӳрте кӗрсен, малтанхи пекех, ваттисем сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ. Халь ӗнтӗ хальхи хамӑр йӗркене тӑвар! Куркисене тултарӑр, сӗтел хушшинче ларакансене тыттарӑр. Ҫичӗ курка шучӗ тӑвӑр! — терӗҫ.

— Ҫиччӗ пулчӗ, — терӗҫ хӗрарӑмсем.

— Ҫиччӗ пулчӗ пулсан юрать, — терӗ ватти.

— Хальхи йӗркепе кӗтесри Турра пуҫҫапар!

Ҫавна илтсен пӳртре ларакансем пурте ура ҫине тӑчӗҫ, сӑхсӑхма пуҫларӗҫ.

 

* * *

Туй тӑвас вӑхӑт ҫитсессӗн каччӑн ашшӗ-амӑшӗ туя кайма пӗр тӑватӑ ҫынна чӗнеҫҫӗ. Пӗрне туй пуҫӗ пулма, иккӗмӗшне аслӑ кӗрнекер пулма, виҫҫӗмӗшне уртмакӑҫ пулма, тӑваттӑмӑшне — вӑйӑҫа. Вӗсене пурне те маткисемпе чӗнеҫҫӗ. Туя чӗннӗ ҫынсем пырсассӑн кӗтесе пӗр ҫурта ҫутаҫҫӗ те ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ.:

— Турӑ, усала-тӗселе аяккалла сирсе яр, тӑшмансене ура айне ту. Ҫак туя лайӑх ирттерсе яма пар.

Унтан кӗлете кӗрӗве тумлантарма тухаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр