Пилсемпе кӗлӗсем

675-мӗш кӗлӗ

Виҫҫӗн пулса, пӗр-икӗ арӑм та арҫын, купӑсҫӑ илме каяҫҫӗ. Пӗри тирӗк тытса пырать, тирӗк ҫинче хӑпарту тата чӑкӑт пур. Вӑл тирӗк ҫинчи япаласене ҫитермеҫҫӗ, ахаль ҫапла туй пуҫтарнӑ чухне йӑтса ҫӳреҫҫӗ. Тепри пӗр витрепе сӑра йӑтса пырать, витрене сӑра курки янӑ. Виҫҫӗмӗш ахаль пырать. Купӑсҫӑ илме кайнӑ чухне нимӗн юрламасӑр-тумасӑр ахаль утса пыраҫҫӗ. Тӗл пулакан ҫынсене сӑрине ӗҫтереҫҫӗ: «Ҫапла, ҫапла туй пуҫлас терӗмӗр», — теҫҫӗ. Леш калать: «Телей пултӑр эппин, туя лайӑх тумалӑхне патӑр», — тет, тыттарнӑ сӑрине ӗҫет.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр