Пилсемпе кӗлӗсем

634-мӗш кӗлӗ

Лайӑх пурӑн, иртсе ҫӳренӗ чухне кӗрсе тух. Кӑҫал мӑйӑр нумай пулмалла, мӑйӑр татма кайсан кӗр. Сӑра пулсан сӑра ӗҫтерӗп, сӑра ҫук пулсан сӑмавар лартӑп. Вӗри шывпа хырӑмна карӑнтарса ярӑп.

Ӑслӑ пул, хытӑ ӗҫле. Хӗвел хытӑ пӑхнӑ чух сулхӑна кӗрсе ан вырт. Нумай ан ҫывӑр, ҫывӑрма вырӑн ҫемҫе ан сар, хытӑ вырӑн час тӑратать. Пур енчен те килӗштерсе пурӑн, ӑсна хыт тытса усра.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр