629-мӗш кӗлӗ
Уй пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек хунавлӑ пулӑр. Пилӗке хытӑ ҫыхӑр, ӑса хытӑ тытӑр. Килти сӑмаха яла ан кӑларӑр. Ялти сӑмаха киле ан илсе килӗр. Шыв ҫӗклемӗпе ҫынпа нумай ан пуплесе тӑр. Ваттипе ватӑ пулӑр, ҫамрӑккипе ҫамрӑк пулӑр. Ҫынна курсан сӑмах хушмасӑр ан иртсе кай. Аҫу-аннӳне атте, анне тесе чӗнӗр — темле каласан та пӗрре ҫӑвар уҫмалла.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен