622-мӗш кӗлӗ
Туй ҫыннисем пӳрте кӗрсе ваттисем умне чӗркуҫленсе лараҫҫӗ. Вара мӑн кӗрӳ, чӑн кӗрӳшӗн сӑмах илсе ҫапла калать:
Ну, атте-анне, пехиллӗр мана; эсир мана эпӗ пӗчӗккӗ ача чухне кипкепе чӗркесе ӳстертӗр, хӑвӑр ӗҫленӗ пек ӗҫе вӗрентрӗр, халӗ тата мӑшӑрлантарма шухӑшларӑр. Ну, атте-анне, халӗ ӗнтӗ пиллӗр мана, эпӗ сирӗнтен уйрӑлатӑп, анчах та сирӗн пурнӑҫӑртан уйрӑлмастӑп, эсир ҫӗлесе парас кӗпе-йӗмрен анчах уйрӑлатӑп. Малашне эпӗ вӑл кӗпе-йӗме, сиртен ыйтас вырӑнне, хамӑн сирӗн патӑра килсе кӗрес арӑмран ыйтма тытӑнӑп.
Вара ваттисем пиллеме тытӑнаҫҫӗ:
Ну, ачам, пиллӗхлӗ пулӑр, лайӑх пурнӑҫпа ватӑличчен пурӑнӑр, тулли пурнӑҫлӑ, ырӑ ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлехлӗ пулӑр, хӑвӑр хушӑрта килӗшӳллӗ пурӑнӑр. Ватӑ ҫынсене ан манӑр. Ватта курсан ватӑ пек пулӑр, ҫамрӑка курсан ҫамрӑк пек пулӑр. Хир пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек пуян пулӑр. Ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑсемпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр.
Хуҫа килӗнчен хӑта килне тухса кайиччен туй ҫыннисене апат лартаҫҫӗ. Апат ҫисе тӑрансан тӗп хуҫана тата тепӗр хут вырӑна лартса пуҫҫапаҫҫӗ. Хуҫапа арӑмӗ туй ҫыннисене ҫапла пиллесе яраҫҫӗ:
Лайӑх ӗҫсе-ҫисе, савӑнса ҫӳрӗр. Пыл ҫулӗпе кайса ҫу ҫулӗпе килӗр. Хӗрӗхӗн кайса хӗрӗх пӗррӗн пулса килӗр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен