620-мӗш кӗлӗ
Хуҫа килӗнчен хӑта килне тухса кайиччен туй ҫыннисене апат лартаҫҫӗ. Апат ҫисе тӑрансан тӗп хуҫана тата тепӗр хут вырӑна лартса пуҫҫапаҫҫӗ. Хуҫапа арӑмӗ туй ҫыннисене ҫапла пиллесе яраҫҫӗ:
Лайӑх ӗҫсе-ҫисе савӑнса ҫӳрӗр. Пыл ҫулӗпе кайса ҫу ҫулӗпе килӗр. Хӗрӗхӗн кайса хӗрӗх пӗррӗн пулса килӗр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен