Пилсемпе кӗлӗсем

619-мӗш кӗлӗ

Каччӑ килӗнчен тухнӑ чух каччӑ ашшӗ-амӑшне пуҫҫаптарса тухаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑш тӗпеле лараҫҫӗ, тулли курка тытаҫҫӗ. Вӗсем умне туй пуҫсем (арӑмӗпе упӑшки) кукленсе лараҫҫӗ. Ыттисем ура ҫинче шӑпӑрттӑн тӑраҫҫӗ.

Вӑшӑл та вӑшӑл ҫил вӗрет, ҫирӗк тӑрри хумханать. Ҫирӗк тӑрри хумханнипе урай кашти авӑнать. Урай кашти авӑннипе туй пуҫ лаши кӗҫенет. Туй пуҫ лаши кӗҫӗннипе пирӗн туй пуҫ хускалать. Пирӗн туй пуҫ хускалнипе пирӗн туй халӑх хумханать. И ӗҫрӗмӗр, ҫирӗмӗр, вылярӑмӑр, култӑмӑр, Тур тавӑртӑр яшка-ҫӑкӑра. Эпир ларнӑ вырӑна Хӗрт-сурт лартӑр, тул юлтӑр. Пирӗншӗн ҫакнӑ яшкӑра сар ҫу шӑранса ҫу тултӑр. Пахча та пахча шур купӑста, ҫунат хушмасан пуҫ пулмӗ. И ӗҫрӗмӗр те ҫирӗмӗр, вылярӑмӑр, култӑмӑр. Сире пуҫҫапмасан чыс пулмӗ.

Каччӑн ашшӗ-амӑшӗ:

Кайӑр. Чипер кайса ҫӳрӗр. Камӑн ывӑлӗ, ҫавӑн ывӑлӗ, авланнӑ та, ҫавӑн туйӗнче ҫапӑҫнӑ тейӗҫ. Вӗсен тӑванӗ иккен тейӗҫ. Пирӗн ята ан сутӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр