Пилсемпе кӗлӗсем

61-мӗш кӗлӗ

Шыв ашшӗ, шыв амӑшӗ, каҫар, хӗн-асап ан пар. Шыври вилесем, эсӗр те каҫарӑр. Вырӑс, тутар вилли, чӑваш вилли, арҫын вилли, хӗрарӑм вилли.

Хӗрӗх те пӗр тӗслӗ шыв, эсӗ ан тыт, ӳслӗке ан ерт, карланка ан ыраттар, каҫса ҫӳренӗ чухне ан хӑрат, эсӗ те, шыв папай, шур сухаллӑ ватӑ карт, эсӗ те, шыв асламӑшӗ, шур ҫӳҫлӗ ват карчӑк, эпир шыв ӑснӑ-тунӑ чухне ан хӑрат.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр