597-мӗш кӗлӗ
Каччӑ чӑпӑркка пӑрахса кайни хӗр килӗшнине пӗлтерет. Вара хӗр килне, хӗр килӗшнӗ майӗпе, каччӑ ашшӗпе амӑшӗ хӑтана пыраҫҫӗ. Хӗр енчисем кусене кӗтсе илеҫҫӗ. Хӑналанма пуҫличчен алӑ валли пайласа параҫҫӗ. Кӑна хӗрӗн амӑшӗ парать. Сӗтел ҫине пуҫламан ҫӑкӑрпа тӑвар хураҫҫӗ, тухӑҫ енне ҫурта ҫутаҫҫӗ. Алӑ валлине ҫӑкӑр татӑкӗ ҫине ҫу хурса параҫҫӗ, пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ; хӗр ашшӗпе амӑшӗ ҫимесӗр пӗри те ҫимеҫҫӗ. Тухӑҫ енне пӑхса ак ҫак сӑмахсене калаҫҫӗ:
Пирӗн пӗрле пулас ачасене Турӑ ырлӑх-сывлӑх патӑр. Телейлӗ, ачаллӑ-пӑчаллӑ пулччӑр; урай тулли путек пултӑр. Сак тулли ачи-пӑчи пултӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен