Пилсемпе кӗлӗсем

571-мӗш кӗлӗ

Чӑвашсем каланӑ тӑрӑх, хӑш-хӑш ҫыннӑн куҫӗ усал пулать. Ҫавӑн пек ҫамрӑк ача ҫине е юратса, е ахаль пӑхса мӗн те пулин каласан ҫав ача куҫӑхать вара. Вӑл ачана тӗтӗрме пӗлекен карчӑка чӗнсе илсе тӗтӗрттереҫҫӗ. Тӗтӗрекенни типӗ кӑмпа тивертсе ярать, тепӗр аллине ача тытса ҫапла калать: «Аҫу-аннӳ куҫӗ ӳкнӗ пулсан, куҫ, тух». Унтан пӗтӗм ҫемье ятне каласа тухса: «Куҫ, тух», — тет. Вара кӳршӗ-аршӑ, ҫывӑхрах ҫынсен ячӗсене каласа: «Куҫ, тух», — тет. Куҫ, тух тенӗ хыҫҫӑн та хай тӗтӗрӗкен сурать; кӑмпа тӗтӗмне ача ҫинелле ярать.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр