Пилсемпе кӗлӗсем

48-мӗш кӗлӗ

ӗвелпе уйӑхпа калатӑп, пӗтӗм чунтан-вартан калатӑп: таврӑнсамччӗ, кӗтнӗ ҫыннӑм, пурпӗрех таврӑнсамччӗ. Ҫул ҫинче пин-пин сӑрт пулсан та, пин-пин шыв хушӑра пулсан та — килетӗнех эсӗ тӑван ҫӗре ҫаврӑнса. Аслӑ шухӑш сана ҫул кӑтарттӑрах.

Эп сана ывӑнмасӑр кӗтетӗп. Эп сана манмасӑр кӗтетӗп. Эсӗ пӗрех килетӗн, килетӗнех!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр