234-мӗш кӗлӗ
Пилле! Мӗнпур халӑх сана ӑшӑ кӑмӑлпа асӑнать. Ӑшӑ ҫумӑрна пар. Килен ҫумӑрна сирсе ан яр. Чӗлхесӗр янавар ӑраскалӗпе пулсан та ӑшӑ ҫумӑрна пар. Суккӑрсен, чӑлахсен, кӑмӑлсӑрсен ӑраскалӗпе пулсан та, ҫылӑхсӑр чурасен ӑраскалӗпе пулсан та ху хура халӑхна выҫӑ ан хӑвар.
Иртнӗ-ҫӳренӗ чух пире асап ан кӑтарт.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен