Пилсемпе кӗлӗсем

226-мӗш кӗлӗ

Ҫырлах, Валӗм хуҫа, сана сам ҫатса сам илетпӗр, сана килӗшпе пуҫҫапатпӑр, сан ҫине витӗнетпӗр, тасалӑхне, сывлӑхне пар. Акӑ сана ӑшӑ сӑрапа пуҫҫапатпӑр. Вӑл ҫичлӗ тырӑ-пулӑ сӗчӗ, вӑл шерпет, ҫырлах пире. Кунӗн-ҫӗрӗн выльӑхӗ-чӗрлӗхӗпе санӑн уру айӗнче ҫӳретпӗр. Санӑн таврашра ӗҫлетпӗр, сан патран ӗҫке-ҫике каятпӑр, сана кайнӑ чух кучченеҫ паман пулӗ, таврӑннӑ чухне тавӑсси туман пулӗ, ан ҫиллен, каҫарсам.

Эпир, этем айван ывӑлӗ-хӗрӗ, юмӑҫ-курмӑш каларӑшӗпе тасаран чӳклетпӗр, ҫын сӑмах-юмахӗ хыҫҫӑн ан кай, сулуҫ аку хыҫҫӑн ан кай, пирӗн ҫыншӑн тума вӑй ҫук, хамӑра тивӗҫлине хамӑр тӑватпӑр. Ҫӗрсӗр-шывсӑр, ҫуртсӑр-йӗрсӗр ҫын мар, харпӑр хӑйӗнне кирек те епле туса тӑччӑр, тата пирӗн тӑвас тӑшмана ӗмӗтленнӗ ӗмӗтне ан ҫитер, шухӑшланӑ шухӑшне ан ҫитер, тытам-папам ӑшне хӑр пар, ҫырлах, Валӗм хуҫа! Пире вутран-кӑвартан, шывран-шуртан, вӑрӑран-хурахран, кайӑкран-хуҫаран хӑтарса тӑр, ҫырлах! Сана, аслӑ кӗлӗ шӑллӗ, Валӗм хуҫам, ачам-пӑчампа пуҫҫапатӑп, асӑнатӑп, пирӗн тӑват тӗпренчӗк татӑк анчах, чипер усра, ҫӑмӑллӑх пар. Ӗҫленӗ ӗҫе ӳсӗнтерсе пыр. Чиртен-чӗртен хӑтар, усал аллине ан пар, ҫырлах! Ҫула-йӗре кайсан чипер ҫӳресе килме пар, утнӑ утӑм вырӑнлӑ пултӑр, тӑнӑ ҫӗр тӗме пултӑр, калаҫнӑ сӑмах вырӑна килсе пытӑр, ялта ятлӑ ҫын пулма пар, ҫырлах, Валӗм хуҫа, ҫырлах! Сана тата виҫлӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн ҫак сӑрапа асӑнатпӑр, пӗр вӗҫӗ вакра пултӑр, тепӗр вӗҫӗ картара пултӑр; пӗрререн пине ҫиттӗр. Виҫлӗ выльӑх-чӗрлӗхе виҫ карта тултарма пар, тӗкӗнчен-ҫӳҫӗнчен, шӑкӗнчен-пӑхӗнчен савӑнтар, сӗмӗлле, ҫырлах, Валӗм хуҫа. Ҫырлах-ха эппин, Валӗм хуҫа, тата ҫич тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлет тултарма пар; кучӗ хӑмӑш пек пултӑр, тӑрри пӑрҫа пек пултӑр. Пура тулли тӑтӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр, панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр, пӗр пӗрчӗ вырӑнне пин пӗрчӗ хушӑнтӑр. Ана йӑранӗнчен савӑнтар, ҫырлах! Кама тивмен, ху валеҫсе пар, ачӑна-пӑчӑна чар, йыттусене пирӗн выльӑхсем патне ан яр. Ҫырлах, Валӗм хуҫа, ҫырлах, аслӑ кӗлӗ шӑллӗ, эпир этем ывӑлӗ-хӗрӗ, санне пирӗн пурне те ӑҫтан пӗлсе ҫитерес, мӗн ҫырлахманнине ху ҫырлахтар ӗнтӗ.

Валем хуҫа, ҫырлах мана! Аша, каҫар! Кивӗ кӗмӗл нухрат парне парам. Ачампала, выльӑх-чӗрлӗхпеле пурне те сывлӑх пар! Ҫырлах, пар! Валем хуҫа йӗркипе, Кепе хуҫа ҫинчипе, ҫавӑн чухлӗ ача-пӑчапа асӑнап, витӗнеп. Выльӑх-чӗрлӗхпе, тырӑ-пулӑпа, ӗҫлесе тупнӑ мулӑмпа. Ҫурса каясран, аҫа ҫапасран сыхла, Ырӑ! Ҫӑмӑр пар, хамӑра пурӑнма пар.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр