209-мӗш кӗлӗ
Ҫырлах, Питтури, Аслӑ кӗлӗ. Сана ҫамҫатса ҫам илетпӗр. Сана килӗшпе пуҫҫапатпӑр, витӗнетпӗр, тасалӑхне-сывлӑхне пар. Акӑ Сана ӑшӑ сӑрапа пуҫҫапатпӑр. Вӑл ҫичӗ тырӑ-пулӑн сӗчӗ, вӑл шерпет, ҫырлах пире. Кунӗн-ҫӗрӗн выльӑх-чӗрлӗхӗмпе санӑн уру айӗнче ҫӳретпӗр, санӑн таврашра ӗҫлетпӗр. Эпир айван ывӑлӗ-хӗрӗ, кама тивмен, ху валеҫсе пар, ачӑна-пӑчӑна чар, йыттусене пирӗн выльӑхсем патне ан яр. Ҫырлах, Питтури киремет, ҫырлах, Аслӑ кӗлӗ! Эпир, этем ывӑлӗ-хӗрӗ, санне ӑҫтан пурне те пӗлсе ҫитерес, мӗн ҫырлахманнине ху ҫырлахтар. Амӗн, ҫырлах, амӗн, ҫырлах, амӗн, ҫырлах.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
 - Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
 
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
 - Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
 - Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
 - Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
 - Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
 - Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
 - Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
 - Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
 - Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен