Пилсемпе кӗлӗсем

195-мӗш кӗлӗ

— Эй, хура халӑх! Киремет тӑвӗсем ҫине пуҫӑрсене ҫӗклесе пӑхӑр та Турӑ каланине тимлесе итлӗр. Вӑл ҫапла калать:

— Сирӗн таса сӑртсем, сирӗн таса ҫӗрсем, сирӗн таса шывсем таптанса юлӗҫ.

Сирӗн улӑхсем, сирӗн васансем, вӑрманти таса вырӑнӑрсем, хӗвел лартнӑ юпӑрсем, салам калак айне хунӑ кӗнекӗрсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтӗҫ. Хӗҫсемпе сире сулса ярӗҫ, сӑнӑсемпе сире тӗллесе перӗҫ те ҫыннӑрсене йӗрӗхсем умне сӗтӗрсе пӑрахӗҫ.

Эпӗр хамӑра упрассине пӗлимарӑмӑр, эпӗр хамӑршӑн тӑма пӗлимарӑмӑр, эпӗр тӗрӗс ӗмпӳсене суйлама пӗлимарӑмӑр. Пӗрре те пӗрре ваттисен сӑмахне итлесе тытма пӗлимарӑмӑр.

Ҫавӑншӑн асап хуранне анса лартӑмӑр, ҫавӑншӑн кил тӗллисӗр юлтӑмӑр, йӑх сумсӑрне тухрӑмӑр.

Пирӗн чӳк картисенче ирсӗр япаласем сапаланса выртаҫҫӗ, пирӗн таса юпасене ватса ҫунтараҫҫӗ.

Эсрел пуҫӗ туса тултарнӑ ирсӗр шухӑшсемпе усал ӗҫсемшӗн асап ҫиттӗр тенӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫне хӑйсем ҫийӗҫ.

Аякрисене чӗрӗ юлнисем хӑваласа кӑларӗҫ, ҫывӑхрисене ҫӗнӗрен чӗрӗлнисем пӑшӑхласа ярӗҫ. Вӗсем хӑйсене хӑйсем чараймасӑр тамӑк шӑтӑкне анса ӳксе кӗлерсе выртӗҫ.

Пирӗн киремете пушӑ хӑварас терӗҫ. Ҫӗнӗ киреметсем ӳссе ларччӑр. Пирӗн хирсене хӑйӑр тусанӗпе хуплас терӗҫ. Ҫӗнӗ анасем пахча пек ешерсе ларччӑр.

Вӗсем ирсӗр ӗҫсем турӗҫ. Вӗсене ҫавӑншӑн Аҫа ҫапӗ. Вӗсене ҫавӑншӑн Ама тытӗ. Вӗсем Турӑ сӑмахне пӑсса пуҫӗсене ҫухатрӗҫ, чунӗсене сутрӗҫ, ҫӑткӑн куҫӗсене пылчӑкпа вараларӗҫ, кукӑр аллисене юнпа вараларӗҫ.

Чӗрӗ юлнисене калатӑп! Ҫӗр тӑрӑх саланса кайсассӑн та пирӗн хӑтӑмсен юлнӑ тӗпчӗмӗсене халӑх хушшине тавӑрас пулать, пӑхса ҫын тӑвас пулать, пулнине каласа ӑнлантарас пулать.

Хӑтӑлса юлайманнисене тыткӑна илсе кайсассӑн та хамӑр ҫӗршыва манма юрамасть. Шывпа-ҫилпе салам ярас пулать. Ҫич ҫул иртиччен салам хыпарне кӗтӗпӗр. Ҫичӗ ҫулне хыпар тума тӳс пултӑр. Кив киремете манӑҫа хӑварма юрамӗ.

Турӑ кӗнекинче каланӑ:

— Сехтетпе сехмет синкерӗ халӑхӑн пӗрререн пӗрре. Ытти синкерсене

халӑх ҫӗнтерӗ.

Ку йывӑр синкере чӑтса ирттерме, нушана сирсе яма, ваттисен умӗнче чуна тасатма, ватта-вӗтте упрама хушса хӑварнӑ пире. Ваттисен сӑмахне тытасах пулать. Хамӑр йӗркене тытасах пулать. Пирӗн урӑхла ҫул ҫук. Урӑх ҫулпа утакан куҫӗ ҫине тухат тухнӑ. Икке пӑхакана шур илӗ.

Уйрисем утран пӗтрӗҫ, хиртисем хӗҫрен пӗтрӗҫ. Хуларисене мур татса кайрӗ.

Пире чӑтлӑх вӑрман упратӑр, пире тарӑн вар тӑрантартӑр.

Упракана Турӑ упрать. Вӑл ҫапла калать:

— Сирӗн таса сӑртсем тасах юлӗҫ, сирӗн таса ҫӗрсем тасах пулӗҫ, сирӗн таса шывсем тасах юхӗҫ.

Паттӑр пуҫа хӗҫ витмӗ. Паттӑр чуна мур илмӗ.

Паттӑр арсене мухтав калар, паттӑр амасене мухтав калар!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр