Пилсемпе кӗлӗсем

181-мӗш кӗлӗ

Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах. Килпетлӗ чунпа тӗрӗс усра, таса усра, ҫын тӑшманӗнчен сыхласа витсе усра, кивви ҫине ҫӗнӗ хума кала! Ҫын алӑкӗнчен кӑлар, ҫын килне ан яр! Ӑҫта кайнӑ-килнӗ чухне телейлӗ ту! Выльӑх-чӗрлӗхӗме тӗрӗс-тӗкел усра! Пӗлӗшӗм-тантӑшӑма ан сивет, хаяр сунакана киле-ҫурта ан кӗрт! Ҫынсене памалӑх, Турӑ, кала, ҫав ҫурта епле ҫуннӑ пек пурнӑҫа ҫутат, шыв юххи пек пурӑнма пар! Киле-ҫурта укҫа, ҫӑмарта килсе чикесрен сыхла! Ҫӗр тытакан Турӑ, ҫут ҫанталӑк тытакан Турӑ! Ҫырлах! Кил-ҫурт тытакан Турӑ! Ҫырлах! Карта хӑчӗ, ҫырлах! Выльӑхсене тӗрӗс-тӗкел усра! Вӑрман Турри, ҫырлах! Лашасене вӑрӑсем вӑрласа каясран хӑтар, вӑрӑсен нӑхти чӗлпӗрсӗр пултӑр, кашкӑрӗсен куҫӗ суккӑр пултӑр. Выльӑхсене путенерен тӗк илме, кашкӑртан ҫу илме, Турӑ, пар! Эй, Турӑ, ҫырлахсам, пире ан пӑрахсам! Эпир те Турӑ ашшӗ-амӑшне ҫапса пӑрахман-ҫке! Пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ ту, кӗлет тулли тырӑ тума, Турӑ, кала. Ана Турри, ҫырлах! Хамӑр анасенчен ҫынсем тырӑсене кӑкласа кайса лартасран хытӑ пӑх, хӑмӑлӗ вӑлта хулли пек пултӑр, пуҫӗ шит тӑршшӗ пултӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр