Пилсемпе кӗлӗсем

148-мӗш кӗлӗ

Хӗвел тӳпене ҫаврӑнса таврӑнсан, хӗвел тӳпене ҫӗкленсе хӑпарсан, ҫӗр ҫинчи пин-пин ӳсен-тӑранпа ҫӳрен-тӑран ҫутӑпа ӑшӑ ырлӑхне сиссе Мухтав юрри юрлама пуҫлать. Хӗвеле ырласа сасӑ-чӗвӗ кӑларать, сӑвӑ-юрӑ юрлать, тӗнче ӑшӑ хумпа, шӑнкӑр шывпа ҫӑвӑнса тасалать.

Хӗвел ҫаврӑнсан тӗнче чӗрӗлсе ҫӗкленет, Хӗвел таврӑнсан пурнӑҫ ҫаврӑнма тытӑнать.

Тӗнчене ҫутатса тӑракан аслӑ Ҫут куҫне, тӗнчене ӑшӑтса тӑракан аслӑ Вут куҫне, тӗнчене ачашласа тӑракан аслӑ Тут куҫне чӳклесе калатӑп.

Ҫутӑ Хӗвел! Ҫӗрпе Шыв ҫинче эсӗ аслӑ! Сана асра тытса кашни ҫаврӑмна хисеп туса тӑратпӑр. Эсӗ сӑрт-тусене, эсӗ уй-хирсене, эсӗ ҫырма-ҫатрасене таса пайӑркасемпе тасататӑн. Эсӗ тасатнӑ шыв тутлӑ, эсӗ ӳстернӗ ҫимӗҫ нуслӑ, эсӗ пӗҫернӗ тырӑ-пулӑ пехетлӗ, эсӗ усранӑ чӗрлӗх перекетлӗ. Эсӗ тӳпере савӑнса ҫӳренӗ чухне хура Халӑх сывлӑхлӑ, эсӗ ӑшӑтса пӑхнӑ чухне пурнӑҫ илемлӗ. Мухтав сана, ҫутӑ Хӗвел! Мухтав Хӗвел туррине, мухтав Хӗвел туррин амӑшне!

Ӑшӑ Хӗвел! Эсӗ ӑшӑтса пӑхман пулсан сӑрт-ту ҫинчи пӑр ирӗлсе пӗтмен пулӗччӗ. Эсӗ ӑшӑтса пӑхман пулсан ҫӗр ҫинчи юр ирӗлсе пӗтмен пулӗччӗ. Эсӗ ӑшӑтса пӑхман пулсан йывӑҫ-курӑк ӳсмен пулӗччӗ. Эсӗ ӑшӑтса пӑхман пулсан выльӑх-чӗрлӗх ӗрчемен пулӗччӗ... Эсӗ ӑшӑ ҫутӑпа ҫутатман пулсассӑн тӗнче тавра усал ахӑрса ҫӳренӗ пулӗччӗ, сивӗпе сӗрӗм пӑтранса тӑрӗччӗ, ырӑсемпе йӗрӗхсем этем улӗ-хӗрне упраман пулӗччӗҫ.

Эсӗ пулман пулсан ҫичӗ пӗлӗт ҫинчен турӑсемпе ырӑсем Ҫӗр ҫине пурлӑх ярайман пулӗччӗҫ. Эсӗ пуртан этем ачи-пӑчи ҫӗрпе шыв ҫинчи пурнӑҫа сыпӑнтарса тӑрать, тӗнче илемне курать. Мухтав сана, ӑшӑ Хӗвел! Мухтав Хӗвел туррине, Хӗвел туррин амӑшне!

Ҫутӑ та ӑшӑ Хӗвел! Сана чӳк туса этем улӗ-хӗрӗ ырлӑхпа телей ыйтать. Вӑхӑт ҫитсен эсӗ пире ҫутӑ пар, вӑхӑт ҫитсен эсӗ пире ӑшӑ пар. Вӑхӑт ҫитсен эсӗ пире ӗҫлеме пар, вӑхӑт ҫитсен эсӗ пире канма пар. Сана чӳк туса этем улӗ-хӗрӗ Турӑсемпе Ырӑсене мухтать, ҫутӑ тӗнчене савнине пӗлтерет.

Сана чӳк туса этем улӗ-хӗрӗ инкек-синкеке тиркет, пурнӑҫа тӑсать. Ӑшӑ та ҫут Хӗвел! Эсӗ ҫӳлти Турӑсемпе Ырӑсен сӑпкине ярӑнтарса тӑратӑн, ҫав виҫепех Ҫӗр ҫине ырлӑхупа сӑвапна парса тӑратӑн. Хура халӑхпа сана, Хӗвел, парне паратпӑр. Аслӑ Хӗвел! Пин ҫутӑ та пин ӑш пайӑркаллӑ куҫупа ҫӗрпе шыва пӑхса тӑма ан пӑрах! Эсӗ ҫутатса тӑраканткашни куна этемсене ырлӑхпа пулӑх кӳтӗр тесе тӑрӑшатпӑр.

Мухтав сана, ҫутӑ та ӑшӑ Хӗвел! Хӗвел турри, Хӗвел туррин амӑшӗ, йышӑнӑр пирӗн чӳк сӑмахне.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр