147-мӗш кӗлӗ
Пӗлӗт-Хӗвел турри, Сана тыйхасем паратпӑр. Пире лӑпкӑ ҫомӑр пар, пире тыр-полӑсене ӑнӑҫлӑ ӳстерсе пар. Уй-хиртен чипер пуҫтарса кӗме пар. Вут-кӑвартан сыхла, ҫил-тӑвӑлтан хӑтар, тарӑн шывран ҫӑл, вӑрӑм йывӑҫран хӑтар; кӗр тыррине, ҫур тыррине йӗркеллӗн алла илме пар. Ҫичӗ тӗслӗ тыр-пула ҫичӗ хампара хума пар. Выльӑх-чӗрлӗхсене тӗрӗс-тӗкел усра.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен